Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене парăнакан пулăшу

СВОна хутшăнакансемпе вӗсен çемйисене муниципалитетран парăнакан пулăшусен шучӗ республикăра тăватă çул хушшинче икӗ хут ытла ӳссе апрелӗн 1-мӗшӗ тӗлне 3082 çитнӗ.

Тутарстан Юстици министерстви ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене парăнакан пулăшу мерисене  йышăннине сăнаса тăрать кăна мар, çак мерăсене шухăшласа кăларма тата лайăхлатма методика пулăшăвӗ те парать.

 «2022 çул вӗçӗнче эпир 1360 пулăшу мерине палăртнă пулсан, паян вӗсем виçӗ пин ытла ӗнтӗ. Ку Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем республикăшăн мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине кăтартать, – палăртнă ТР юстици министрӗн çумӗ Мухаррям Ибятов. –  Çак пулăшу пурнăçăн мӗнпур сферине – налогран пуçласа ачасене вӗрентессипе  психологи пулăшăвӗ парасси таранах – пырса тивни пӗлтерӗшлӗ».

Муниципалитет регистрне 16 тӗрлӗ пулăшу çинчен калакан сведенисене кӗртнӗ, вӗсен хушшинче сулăм укçине  тӳлессинчен хăтарасси, çӗр тата пурлăх налогӗсене тӳленӗ чухне парăнакан çăмăллăхсем.

Республикăра СВО хутшăнакансен ачисене пулăшасси çине те уйрăм тимлӗх уйăраççӗ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемьесем ача сачӗсемшӗн тӳлемеççӗ, шкулта тӳлевсӗр апатланаççӗ, лагерьсене кайма путевкăсем илеççӗ тата вӗренӳ учрежденийӗсене черетсӗр вӗренме кӗреççӗ.

Юстици министрӗн çумӗ каланă тăрăх, СВО хутшăнакансене парăнакан  пулăшусем Елабуга тата Менделеевск районӗсенче нумай  –  унта вунпӗр тӗрлӗ çăмăллăхпа пулăшу программи ӗçлет. Актаныш, Эльмет, Кайпăç районӗсемпе Хусанта çар çыннисен çемйисем вунă тӗрлӗ пулăшупа усă курма пултараççӗ.

Пулăшу мерисем пирки пӗтӗм информацие Раççей Юстици министерствин Тутарстанри Управленийӗн сайтӗнче тупма пулать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: меры поддержки Помощь участникам СВО