Ятарлă çар операцине хутшăнакансене приоритетлă йӗркепе хваттер  илме пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене приоритетлă йӗркепе хваттер илме пулать

2025 çулта Тутарстанра ятарлă çар операцине хутшăнакансен валли социаллă ипотекăн çӗнӗ программи ӗçлеме пуçларӗ. Тăватă уйăх хушшинче 20 çемье учета тăнă, вӗсенчен саккăрăшӗ çӗнӗ хваттер туяннă. Кун пирки «Татар-информа» ТР Раисӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Программа хута каясси çинчен  Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов август уйăхӗнче Патшалăх çурт-йӗр фончӗ 30 çул тата «Салават Купере» пурăнмалли район вунă çул тултарнине уявланă вăхăтра пӗлтернӗ. Ятарлă операцие хутшăнакансем социаллă ипотека программипе льготăллă 7 процентлă ставкăпа çурт-йӗр туянма пултараççӗ. Вӗсене приоритетлă йӗркепе хваттер параççӗ.  

Программăна Тутарстанри чылай обществăпа ветеран организацийӗ ырланă.

 


госжилфонд меры поддержки Помощь участникам СВО

Нет комментариев