Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тӳлевсӗрех харпăр ӗçне йӗркелесе яма вӗрентеççӗ
Тутарстанра СВОна хутшăнакансем валли тупăш кӳрекен ӗç йӗркелесе яма вӗрентекен тӳлевсӗр модуль хута кайни пирки ТР Экономика министерствин пресс-служби пӗлтерет. Вӗрентӗве «Малое и среднее предпринимательство» наци проекчӗ шайӗнче «Мой бизнес» центрпа Хусанти кооператив институчӗ йӗркелет.
Ятарлă çар операцине хутшăннă, хальхи вăхăтра мирлӗ пурнăçпа пурăнакан 30 çын проекта хутшăнма заявка янă.
Виçӗ кун хушшинче – декабрӗн 3 – 6-мӗшӗсенче – проекта хутшăнакансене куçăн майпа бизнес-план тума вӗрентеççӗ, ӗçе пуçăнма кирлӗ пӗлӳ параççӗ. Вӗсене бизнес идейăна йӗркелесе аталантарма кӑна мар, рынока хаклама, маркетинг компанине хатӗрлеме, сутлӑха йӗркелеме тата ыттине те вӗрентеççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев