Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлă çар операцине хутшăннисене ӗçе илмесен явап тытма тивӗ

Тутарстанра ятарлӑ çар операцине хутшӑннисене ӗçе вырнаçтарассипе квотӑна пурнӑçламасан ӗç паракансен малашне административлӑ явап тытма пултараççӗ. Çакăн пек йышăнăва пурнăçа кӗртесшӗн республикăра, – пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Тутарстанра ятарлӑ çар операцине хутшӑннисене ӗçе вырнаçтарассипе квотӑна пурнӑçламасан ӗç паракансен малашне административлӑ явап тытма пултараççӗ. Çакăн пек йышăнăва пурнăçа кӗртесшӗн республикăра, – пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Асăннă закон проекчӗ хальхи вăхăтра коррупцие хирӗçле экспертизăра.

Регионти Ӗç министерствин çӗнӗлӗхне йышăнас пулсан  ТР  административлӑ йӗркене пӑсни çинчен калакан кодекс «Ӗç паракан ятарлӑ çар операцине хутшӑннисене ӗçе илессипе çыхăннă квотӑна пурнăçламанни» 2.24 статьяпа пуянланӗ.

Çак йӗркене пăснисен штраф тӳлеме тивӗ: должноçри çынсен 20 пинрен пуçласа 30 пин тенкӗ, уйрӑм предпринимательсен 30 пинрен пуçласа 50 пин, организацисемпе предприятисен 50 пинрен пуçласа 100 пин тенкӗ таран.

Енчен те ӗç паракана палӑртнӑ квотӑна пурнӑçлассинчен хӑтарнă пулсан ăна штрафламӗç. Сӑмах кунта панкрута тухнӑ, штата чакарнӑ, ӗçлӗх службисенче юрăхлă кандидатсем çукки  тата ӗçлекенсен шутне квотăпа пăхнинчен самай чакарни пирки пырать. Унсăр пуçне çӗнӗлӗх инвалидсен обществӑлла пӗрлешӗвӗсене тата вӗсем йӗркеленӗ организацисене пырса тивмест.

Маларах Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ятарлӑ çар операцине хутшӑннисене ӗçпе тивӗçтерес тӗллевпе квота палăртасси çинчен ТР Патшалăх Канашӗн законне алă пусса çирӗплетнӗччӗ. Документ кӑçалхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.

Çак самантран пуçласа организацире е предприятире сотрудниксен шучӗ 200-тен иртет пулсан ӗç вырăнӗсен 1 процентне СВО хутшӑннисене памалла. Квота виçине иртнӗ кварталти ӗçлекенсен вӑтам списокне тӗпе хурса шутлӗç.

Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗ («Татар-информ») 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Меры поддержки участников СВО