Игорь Комаров «Ёлка желаний» акцие хутшăннă
РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров çулсерен иртекен Пӗтӗм Раççейри «Ёлка желаний» акцие хутшăннă. Вăл Тутарстанра пурăнакан икӗ ачан ӗмӗтне пурнăçлама пулăшни пирки полпредăн пресс-служби пӗлтерет.
Игорь Комаров чăрăш çинчен илнӗ тетте çинче Чистайра пурăнакан Катеринан ӗмӗчӗ пулнă. Хӗрача хăй юрă-кӗвӗ çырать, вăл Кремль сцени çине тухса хăйӗн юррине юрласшăн.Тепӗр татса илнӗ тетте çинче вара Хусанта пурăнакан Амирăн ӗмӗчӗ пулнă. Вăл Заполярьери Териберка хулине çитсе курасшăн.
Çавăн пекех акцие РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн çумӗсемпе пулăшаканӗсем, Атăлçи тăрăхӗнчи регионсен тӗп федераци инспекторӗсем тата аппарат ӗçченӗсем те хутшăнӗç.
Çӗнӗ çул умӗн иртекен «Ёлка желаний» акцие кашни кăмăл тăвакан хутшăнма пултарать. Ăна 2018 çулта Раççей Президенчӗ Владимир Путин Халăхсен хушшинчи доброволецсен форумӗнче пуçарса янă. Çичӗ çул хушшинче 88 пин çын унта хутшăнса 2,7 миллиард тенкӗлӗх 320 пин ытла ачан ӗмӗтне пурнăçланă.
Сăнӳкерчӗк pfo.gov.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев