«Игры Будущего» Пӗтӗм тӗнче турнирӗ вăхăтӗнче Хусанта эрех сутмаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

«Игры Будущего» Пӗтӗм тӗнче турнирӗ вăхăтӗнче Хусанта эрех сутмаççӗ

Хусанти тата Иннополисри «Игры Будущего» Пӗтӗм тӗнчери турнирăн ăмăртăвӗсем иртекен вырăнсенче хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес шутпа ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 17 сехетчен эрех сутма чарасси пирки Постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă.

Чару çак вырăнсен çывăхӗсенчи лавккасене пырса тивет:
«Татнефть Арена» Пăр кременӗ (февралӗн 19 — 23-мӗшӗсем);
Хусан теннис академийӗ (февралӗн 20-шӗнчен пуçласа мартăн 3-мӗшӗччен);
«Ак Барс» Кӗрешӳ керменӗ (февралӗн 22-23-мӗшӗсем);
Хусан патшалăх циркӗ (февралӗн 24-26-мӗшӗсем);
. Башира Рамеев ячӗллӗ ИТ-парком (февралӗн 21-26-мӗшӗсем, февралӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 2-мӗшӗччен);
«Трудовые резервы» стадион (феврналӗн 27-29-мӗшӗсем);
«Зилант» Пăр керменӗ (февралӗн 19-20-мӗшӗсем);
«Искандер» манеж (февралӗн 19-20-мӗшӗсем);
«Урам» экстрим-парк (февралӗн 22, 28 тата 29-мӗшӗсем).


Аса илтеретпӗр, «Игры Будущего» тӗнчери пӗрремӗш мультиспорт турнирӗ. Ăмăрутсем февралӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 3-мӗшӗнче Хусанта иртеççӗ. Тӗнчери çӗршывсенчен килекен 277 команда 21 дисциплинăра вăй виçеççӗ. Приз фончӗ 10 миллион доллар. ( Сăнӳкерчӗк gofuture.games сайтран)


общество

Нет комментариев