Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

И.Я.Яковлев çуралнăранпа 176 çул çитнине халалласа Кăнна Кушкинче митинг иртрӗ

Теччӗсем кашни Чăваш чӗлхи кунне Кăнна Кушкинче И. Я. Яковлевăн палăкӗ умне чечек хунинчен пуçлаççӗ. Пӗр çул та митингсăр та, хăнасемсӗр те иртмест вăл. Кăçал та Мускавран, Ульяновск хулинчен, Чăваш Енрен, Хусантан, Çӗпрел, Пăва, Апас, Спас районӗсенчен чăвашсем килнӗччӗ.

— Шкулта вӗреннӗ чух Кăнна Кушки пирки илтнӗ-ха, ун чух питех тухса çӳреймен. Çулталăк каялла регионсенчи чăвашсемпе ӗçлеме тытăнсан И. Я. Яковлевăн çуралнă ялне килсе курасах терӗм, — терӗ Раççей Чăвашӗсен автономийӗн ертӳçи, Раççей Геройӗ Н. Ф. Гаврилов кун пирки. Ирпе ирех Мускавран çитнӗскер, пухăннисене ытти регионсенчи чăвашсен ăшă саламне илсе килнӗ.

Кăннакушкисем Чăваш чӗлхи кунне ытлашши вакланса каймасăр илемлӗн ирттерме пӗлеççӗ. И. Я. Яковлев музейӗн директорӗ А. А. Пыркин хальхинче те Аслă вӗрентекенӗмӗр тӗнчери чăвашсемшӗн мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине унăн биографийӗпе, капашсăр пысăк ӗçӗсемпе, пултаруллă несӗлӗсемпе кӗскен пулсан та туллин паллаштарса палăртрӗ.
И. Я. Яковлев çуралнăранпа 176 çулне халалланă митинга район Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Н. В. Николаева уçнă май юбилейлă çул пулмасан та район çакăн чухлӗ хăнана савăнса йышăннине каласа хăварчӗ. И. Я. Яковлева чăнах та тӗнчипе асра тытаççӗ. 

Н. Ф. Гаврилов хăй сăмахӗнче И. Я. Яковлев хăварнă халала уйрăммăн палăртса ăна ăша хывса пурăнмаллине, пирӗнтен кашни Иван Яковлевич пек куллен ырă ӗçсем тумаллине пӗлтерчӗ. СВО теминчен те пăрăнса иртмерӗ генерал-лейтенант. «Пирӗн çӗршывăн çирӗплӗхне тӗрӗслес тенисен хальхинче те ӗç тухмӗ, мӗншӗн тесен тӗрӗслӗх пирӗн енче», — пулчӗ кӗске те вирлӗ сăмахӗ. — Чăваш халăхӗ хăйӗн пултаруллă ывăл-хӗрне асра тытни пирӗн чун культури пуррине каларӗ. «Иван Яковлевич та акă хăйӗн 176-мӗш çуралнă кунӗнче халăх кунта пуçтарăнса ырă сăмахсем каласса, кӳршӗллӗ Пăва районӗнче палăк уçăласса шутланă-ши? Халăх ăна манмасть. Çакăн пек митингсем ирттерсе çамрăк ăрăва тӗрӗс çул кăтартатпăр эпир», — терӗ.

 ТР ЧНКА председателӗн çумӗ К. Малышев Чăваш чӗлхи кунне 1992 çултанпа паллă тунине аса илтерсе пурне те Чăваш чӗлхи кунӗпе саламларӗ. Митингра çаплах вырăнти чăвашсен ертӳçи В. А. Тимофеев, УОЧНКА председателӗ В. П. Бабайкин, Пăва ЧНКЦ председателӗ В.А. Ильин, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И. Ф. Трифонова саламларӗç. Вырăнти шкул вӗренекенӗ Диана Самаркина вара чăвашла сăвă каласа ку тăрăхра чăваш сасси уççăн илтӗннине çирӗплетрӗ.

И. Я. Яковлевăн палăкӗ умне чечек хурсан хăнасем И. Я. Яковлевăн музейӗпе, ун çывăхӗнчи паркпа паллашрӗç. Кун хыççăн ялтан тухнă паллă çынсен мемориал комплексӗнче И. Я. Яковлевăн асăну хăми умне те чечексем хучӗç. Çуралнă çурчӗ вырăнне лартнă часавайра асăнса çурта лартрӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана