Июлӗн 14-мӗшӗнче Меречен Ял кунне паллă турӗ
Аксу районӗнчи Меречен ялӗн çыннисем çакăн пек йышпа нумай çул пуçтарăнманччӗ-ха. Кăçал сăлтавӗ пысăк –тинех асфальтлă çул яла кӗнӗ, кăна вӗсем тахçантанпах кӗтнӗ.
Ял варрине сцена туса лартнисӗр пуçне, сӗтел тулли апат-çимӗç: хуплу, сăра, кукăль, шӳрпе, шашлык хатӗрленӗ ял çыннисем. Аслисем район артисчӗсен концертне пăхнă вăхăтра кӗçӗннисене «Движение Первых» юхăмăн представителӗсем вăйăсем выляттарчӗç, ăмăртусене хутшăнтарчӗç тесе пӗлтерет Аксу райхаçачӗн журналисчӗ Зинаида Леонтьева хăйӗн репортажӗнче.

Официаллă пая Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Надежда Айдова уçнă. Чăн малтан вăл яла çул кӗртнӗшӗн республика ертӳçисене, çул тума хутшăннă кашни ӗçчене тав тунă. Асфальтлă çул ял-йышшăн чăнах та çав тери пысăк савăнăç.

«Çул пире ял хуçалăха аталантарма шанăç парать. Хăнасене таврăнăр яла, малашлăха кунта йӗркелӗр. Пирӗн кун валли йăлт пур: лайăх çул, паха шыв, ытрайми çутçанталăк. Урамсене çутă кӗнӗ, медпункт, Культура çурчӗ ӗçлеççӗ», – тенӗ вăл пурне те Ял кунӗпе саламласа.

Ун хыççăн ял пурнăçне хастар хутшăнакансене: Ветерансен канашӗн председательне Юрий Симакова, Культура çурчӗн ертӳçине Анатолий Сидорова тата Елена Большовăна, Василий Гаврилова, Николай Иванова, Николай Симакова, Светлана Наумовăна Тав çырăвне панă. Ятарлă наградăпа – мереченсен призӗпе – ялшăн нумай тăрăшакан ырă кăмăллă Светлана Ивановăна чысланă.
Леонид Васильева, Владимир Ямкова, Леонидпа Артем Наумовсене Ял кунне хатӗрлесе ирттерме пулăшнăшăн тав туса парне панă.

Хăнăхнă йăлапа ялăн чи аслипе чи кӗçӗн çыннине тата нумай çул пӗрле пурăнакан юбиляр-мăшăра та чысланă. Çапла вара 90-ри Зоя Наумовăна, 3-ри Злата Яргунинăна, 55 çул килӗштерсе пӗрле пурăнакан Ольга Димитриевнăпа Анатолий Аркадьевич Андреевсене сцена çине кăларсах саламланă. Юбилярсем: кăçал 75 çул тултарнă Елизавета Сидорова, Надеждăпа Борис Ивановсем, Любовь Симакова, 85 тултарнă Мария Ликеева, Валентина Большова, 90-ри Зоя Наумова та тимлӗхсӗр юлман.
Хăйӗн хитре пахчипе ял-йыша илем кӳрен Валентина Федоровăна «Чи хăтлă участок» номинаципе чысланă. Ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксен çемйисене Юмартовсемпе Семенова апат-çимӗç наборӗ парса пулăшнă.

Çапла хаваслă та савăнăçлă иртнӗ Ял Кунӗ.
З.Леонтьеваеван материалӗпе усă курнă.
АКСУБАЕВО-ИНФОРМ сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев