Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июлӗн 17-26-мӗшӗсенче Тутарстанра «Ремень безопасности» профилактика мероприятийӗ иртет

Унăн тӗллевӗ – çул-йӗрпе çӳрекенсем хăрушсăрлăх пиççихийӗсемпе усă курас йӗркесене пăхăннине тимлесси

РФ ПДД 2.1.2 пункчӗпе килӗшӳллӗн, хăрушсăрлăх пиçиххисем вырнаçтарнă транспорт хатӗрӗпе çула тухнă пулсан, унăн хăйӗн те çакланмалла, пассажира та çаклатмалла. Хăрушсăрлăх пиçиххисемпе çыхăннă йӗркесене пăснине çул-йӗр инспекторӗсем фотовидеофиксаци комплексӗсем пулăшнипе çирӗплетӗç. Çулпа çӳрес йӗркесене пăснăшăн автотранспорт хуçисене штраф кӗтет. 
Тӗпчевсем тăрăх, хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе çаклатăнманни çул-йӗр пăтăрмахне (аварие) лексен малта ларса пыракансен пурнăçӗпе сылăхӗшӗн 50 процента, хыçалта ларса пыракансен – 25 процента хăрушлăх кӳрет. Машина çӗкленсе çапăнчӗ-тӗк, хăрушсăрлăх пиçиххипе çаклатăнни çын сывă юлма пултарассине 5 хут ӳстерет.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев