Июлӗн 18-мӗшӗнчен шыв çийӗн çӳреме юратакан туристсем валли çӗнӗ маршрут уçăлчӗ
Июлӗн 11-мӗшӗнче «Татар-информ» Информаци агентствинче ТР Туризмпа патшалăх комитечӗ пресс-конференци ирттерчӗ. Тӗлпулăва асăннă комитетăн председателӗ Сергей Иванов, Чулхулари «Водолет» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорӗ Никита Итальянцев, Удмурт Республикин Туризм агентствин ертӳçи Юлия Бадаш килчӗç, онлайн мелпе Чулхула облаçӗн промыслапа туризм министрӗ Сергей Яковлев та çыхăнăва тухрӗ.
Сăмах «Аслă Атăл çулӗ» проекта анлăлатасси пирки пычӗ. Ăна тытса пыракансем Федерацин Атăлçи округӗнчи регионсене пурне те – 14 регион – хутшăнтарасшăн. Виçӗмçул «Шупашкар юханшыв порчӗ» АО «Валдай» хăвăрт çӳрекен кимӗсене Хусана çӳретме пуçласан çынсем çакна хапăлласа йышăннă, билетсене тахçан малтан туянса хунă. Кăçал çак маршрута Ульяновска çити тăсни пирки «Суварта» çырнăччӗ.
Ку енӗпе Чулхулари «Водолет» та ӗçлет. 2024 çулта унăн 120-р метеорӗ Чулхула – Шупашкар – Хусан – Ульяновск маршрутпа çула тухать.
Чулхула – Сарапул маршрута халь кăна йышăннă. Кун пирки Никита Итальянцев маршрутсене палăртасси навигаци уçăличчен çур çул маларах пулса иртни çинчен пӗлтерчӗ. «Навигаци хӗрсе пынă вăхăтра çӗнӗ маршрут уçни халиччен пулманччӗ», – тесе палăртрӗ вăл.
Хусан – Сарапул çулăн билет хакӗн 50 процентне Удмурт Республики саплаштарать, 10 сехете пыракан çулçӳрев пассажиршăн 3815 тенкӗ тухать. 4 çул тултарман ачасене тӳлевсӗрех илме юрать, анчах уйрăм вырăнпа лараймӗç вӗсем (чӗрçи çинче 10 сехет ларса пыма ачана çăмăл пулмӗ ӗнтӗ). Июль – сентябрь уйăхӗсене 7 рейс палăртнă, эппин кăçал Сарапула эрнере пӗр рейс пулать. Çак вăхăтра 800 пассажир Сарапул хулине çитсе курасса шанаççӗ йӗркелӳçӗсем. Чулхула – Сарапул маршрут 953 километра тăсăлать. Çулçӳрев икӗ куна пырать: Чулхула – Хусан 8 сехете яхăн, çӗр выртса ирхине 6 сехетре çула тухсан тата 10 сехет каймалла. Метеорăн Атăлтан Камăна тухма тӳр килет. Çырчалли, Елабуга хулисем патӗнчен иртет. Елабугăра техника тăхтавне туса илет, анчах пассажирсем çырана тухмаççӗ.
Çулçӳревçӗсем метеор çинче кофе, чей туянма пултараççӗ, анчах вӗри апат пулмасть.
Юлия Бадаш Сарапул 100 пин çын пурăнакан усламçăсен хули пулни çинчен каласа пачӗ. Удмурт Республикинчи интереслӗ те илемлӗ вырăнсене çитсе курма йыхравларӗ. Паллах, Ижевскри пурте илтнӗ, чылайăшӗ çитсе курнă зоопарк çинчен те каларӗ. Тата унта «Динополис» динозаврсен паркне уçнă. Тӗлӗнмелле пысăк «чӗрчунсене» курма уйрăмах ачасене интереслӗ ӗнтӗ.
Удмурт Республикинче çуралса ӳснӗ паллă çынсем йышлă: Петр Чайковский композитор, Бураново кинемейӗсем, Михаил Калашников автомат ăсталакан... Çак çынсемпе çыхăннă вырăнсене çитсе килме те май пур юханшыв турисчӗсен, паллах, кашни экскурсин хăйӗн хакӗ.
Петр Чайковский çуралса ӳснӗ именире пилӗк кун ирттерме, композитор пурăннă вăхăтри тумсене тăхăнма, вăл юратнă апат-çимӗçпе хăналанма çын пуçне 56 пин тенкӗ тӳлемелле пулать.
Пресс-конференци вӗçӗнче партнерсем пӗр-пӗринпе ӗçлӗ килӗшӳ туса алă пусрӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев