Июнӗн 1-мӗшӗнче республикăн кашни хула-районӗнче уяв иртет
Чи пысăк мероприятие вара хула мэрӗ И.Метшин тӗрев панă. Хусанти «Татнефть Аренăра» пӗрремӗш хут «Эйбэт» пысăк ачалăх фестивалӗ иртет. Унта 10 пин ача хутшăнӗ. Кун çинчен Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Гузель Сагитова каласа пачӗ. Фестивальте Хусанти паллă 14 ташă ушкăнӗ Раççей, Тутарстан эстрада çăлтăрӗсемпе, паллă «Пицца» ушкăнпа, «Домисолька» музыка театрӗпе пӗрле пӗр сцена çине тухӗ. Концертсăр пуçне ачасем валли мастер-классем, вăйăсем, çамрăксен политикин учрежденийӗсен презентацийӗ пулӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кунра республика ачасене хитре уявпа савăнтарма хатӗрленет. Çак тӗлӗшпе кашни хулапа район пысăк программа хатӗрленӗ. Паллă ӗнтӗ, чи пысăк уявсем Хусан хулинче пулаççӗ. «Çемьен тупăшне пăхмасăр кашни ача савăнтăр», — терӗ кун пирки «Движение первых» Пӗтӗм Раççей юхăмӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Тимур Сулейманов май уйăхӗн 27-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра.
ТР Премьер-министрӗ Лейла Фазлеева республика халăхӗнчен 21 проценчӗ ачасем (ку вăл 852 пин) пулнине аса илтерчӗ. Вӗсенчен 160 пинӗшӗ нумай ачаллă çемьере ӳсет. Сăмах май, кун пек çемьесен шучӗ юлашки çулсенче икӗ хут ӳснӗ. Çавăнпа июнӗн 1-мӗшӗ вăл аннелӗхпе, ачалăхпа çыхăннă йывăрлăхсем çине тимлӗх уйăрмалли сăлтав та пулнине каларӗ спикер. 2024 çулта ачаллă çемьесене адреслă пулăшу пама 35,3 миллиард тенкӗ уйăраççӗ.
Тимур Сулейманов июнӗн 1-мӗшӗнче кашни районăн лагерӗн, парксемпе скверсен территорийӗсенче «Фестиваль первых» мероприяти иртнине пӗлтерчӗ.
Июнӗн 1-мӗшӗнче Хусан Кремлӗн территорийӗнче ачасем хуçаланассине те каларӗ спикер. Кунта ирхине 10 сехетрен пуçласа 16 сехетчен «Ялкын фест» иртет. Мероприятие тутар çамрăкӗсен «Ялкын» журналӗн 100 çулхи юбилейне халаллаççӗ. Сăмах май, вăл ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн тӗревӗпе иртет. Паллă ӗнтӗ, фестиваль тӗпрен илсен тутарла пулать. Анчах йӗркелӳçӗсем ытти халăхсен ачисемшӗн те интереслӗ пуласа шантарчӗç, мӗншӗн тесен республикăри халăхсен вăййисене выляççӗ, апат-çимӗçӗпе сăйлаççӗ. Çемье рекорчӗсемпе, куравсемпе паллаштараççӗ. Ачасен Тутарстан блогерӗсемпе те куçа-куçăн тӗл пулса калаçма май пулать. Фестивале 5 пин ача, вӗсенчен 2,5 пинӗ районсенчен хутшăнасса кӗтеççӗ.
Мӗнех калăн, пултараççӗ тутарсем. Чăваш Ен ертӳлӗхӗ чăваш çамрăкӗсене пӗр журналсăр типпе хăварнă вăхăтра Тутарстан хăйсен журналӗн 100 çулне пӗр-пӗр скверпа паркра кăна мар, Кремль территорийӗнчех паллă тунине чăнах та ăмсанмалăх пур.
Казанка хӗрринчи Набережная урамӗнче вара ачасене «Радуга детства» фестиваль кӗтет. Сцена çинче Хусанти юрă-ташă ушкăнӗсем пултарлăхпа савăнтарӗç. Наци ремесленникӗсене ярмаркки ӗçлӗ.
Хусанти «УРАМ» экстрим –парк та пушă тăмасса шантарчӗ паркăн директорӗ Мария Клюкова. Кунта пионерболпа тата футболпа «Движение первых» çемье турнирне ирттереççӗ. Унта хутшăнма 18 команда заявка панă та ӗнтӗ. Ӗлкӗрейменнисем июнӗн 1-мӗшӗнче килсен те хутшăнма пултараççӗ иккен. Турнирсăр пуçне ытти ăмăртусем кунӗпех иртеççӗ.
Пӗр сăмахпа, июнӗн 1-мӗшӗнче хула-районсен кашни паркӗ ачасене савăнăç парнелет, килме кăна ан ӳркенӗр. (О.Бердникова сăнӳкерчӗкӗ),
.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев