Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июнӗн 12-23-мӗшӗсенче Хусанта БРИКС Вăййисем

Хусанăн тӗнче шайӗнчи спорт ăмăртăвӗсен пухмачне тепӗр мероприяти — БРИКС Вăййисем — хушăнчӗ. Шучӗпе вăл 6-мӗш, Раççейре вара пӗрремӗш хут иртет. Унта 90 çӗршывран пурӗ 5 пин ытла спортсмен 27 спорт тӗсӗнче вăй виçет. Пӗтӗмпе 387 комплект медаль вылянтараççӗ.

БРИКС Вăййисем «Хусан Экспо» курав центрӗнче июнӗн 12-мӗшӗнче хаваслă лару-тăрура уçăлчӗç. Церемони, тӗпрен илсен, спортсменсем валли кăна пулнăран, унта кашниех кӗреймерӗ. Чăн малтан, ку хăрушсăрлăхпа çыхăнчӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин видеоçыхăнăва тухса спортсменсене ăнăçу сунса пуçларӗ ăна. Хăй сăмахӗнче вăл БРИКС Вăййисем çӗршывсен хушшинчи нумай енлӗ, çав шутра политика, экономика, гуманитари, халӗ тата спорт, çыхăнăвӗн чи кирлӗ пайӗ пулнине палăртрӗ: «БРИКС ӗçӗ тӗнчере анлăланса пырать. Тӗнче атлечӗсене пӗрлештерекен, политика витӗм паман БРИКС Вăййисен илӗртӳлӗхӗ те ӳсессе шанатăп. Çитменнине вăл кăçал уçă форматпа иртет», — терӗ вăл кун пирки.

РФ спорт министрӗ Михаил Дегтярев каланă тăрăх, БРИКС Вăййисене хутшăнма заявкăсем 97 патшалăхран килнӗ, çав шутра БРИКС çӗршывӗсене кӗменнисенчен те. Список çапларах: Афганистан, Израиль, Китай, Франци, Великобритани, Палестина, Испани, Египет, Казахстан, Белорусси, Грузи, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсем, Инди, Серби, Швейцари, Венгри тата ыттисем.

Раççей чысне Олимп тата тӗнче чемпионӗсем хӳтӗлеççӗ. Çӗршыв сборнăйне Тутарстанран пурӗ 45 спортсмен кӗнӗ. Ентешсем 19 спорт тӗсӗнче, ытларах кӗрешӳре, вăй виçеççӗ. Аса илтеретпӗр, БРИКС Вăййисем Хусансăр пуçне Мускавра та иртеççӗ. Çӗршывăн тӗп хулинче ăмăртусем акробатика рок-н-ролӗпе тата брейкингпа пулаççӗ.
ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăй сăмахӗнче БРИКС Вăййисене спортсменсем тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен килни спортшăн чикӗ те, политика та çуккине кăтартнине палăртрӗ. Спорт ăмăртăвӗсем çӗршывсен, халăхсен туслă çыхăнăвне тата çирӗплетме пулăшӗç.

ТР Спорт министрӗ Владимир Леонов маларах журналистсемпе тӗл пулсан БРИКС Вăййисем Тӗнче чемпионачӗпе танлашассине каланăччӗ. Апрель вӗçӗнче ку енӗпе постановлени проектне те хатӗрленӗ, унпа килӗшӳллӗн, малти вырăнсене йышăннă спортсменсене медальсемсӗр пуçне укçан преми те параççӗ.
Пирӗннисем малта, июнӗн 20-мӗшӗ тӗлне Раççей сборнăйӗн пурӗ 156 ылтăн, 93 кӗмӗл тата 63 бронза. Иккӗмӗш вырăнта Белорусси команди (26 ылтăн, 49 кӗмӗл, 12 бронза) виççӗмӗш — Китай (17 ылтăн, 16 кӗмӗл, 12 бронза).
БРИКС Вăййисене хупас церемони хальхинче урăхларах иртет. Спортсменсемпе хăнасене Хусан июнӗн 23-мӗшӗнче тутар наци уявӗнче Сабантуйра савăнма йыхравлать.В.Васильев («Татар-информ» ИА) сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество