Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Июнӗн 12-мӗшӗнче Хусанта парковкăсем тӳлевсӗр ӗçлӗç

Ыран, кирлӗ çӗре иртерех кайма тăрăшăр, вырăн юлмасса пултарать. Мӗншӗн тесен, Раççей кунӗнче, Хусан парковкисем тӳлев илмеççӗ, пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Ыран, Раççей кунӗн уявӗнче, Хусанта автомобильсене муниципалитет парковкисенче тӳлевсӗр хӑварма май пулӗ, пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Сăмах май, хула парковкисенче автомашинăсене вырнаçтарнӑшӑн унччен те уяв тата канмалли кунсенче (шӑматкунпа вырсарникунсенче) тӳлев илӗнмен.

Ӗç кунӗсенче вара Хусан парковкисенче автомобиле хăварнăшăн ирхине 8.00 сехетрен пуçласа каçхине 19.00 сехетчен тӳлемелле, 19.00 сехетрен пуçласа çӗрлешӗн тӳлемелле мар.

Тата çакна та палăртса хăвармалла, РФ Транспорт министерстви малашне водительсене вӗсенчен килмен сăлтавсене пула парковкăшăн тӳлеме май çук пулсан ăна çак тӳлеврен хăтарма шутлать.

И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #общество