Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июнӗн 15-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра чăваш Акатуйӗ иртрӗ

Пӗтӗм чăваш Акатуйне Тутарстан чăвашӗсем те пысăк делегаципе хутшăнчӗç. Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем», Çарăмсан районӗнчи «Шуçăм», Теччӗри «Асамат», Елабуга хулинчи чăваш ансамблӗсем, Хусанти пӗчӗк çăлтăрсем Софийăпа Стефания Чакинасем чăваш юрри-кӗввипе савăнтарчӗç. Çаплах мероприятире ТР ЧНКА, Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ, «Сувар» хаçат коллективӗ те пулчӗ.

Çурхи ӗçсем вӗçленсен паллă тăвакан чăваш уявӗ мускавсемшӗн çӗнӗлӗх мар, ăна кунта 1930 çултанпах паллă тăваççӗ. Пӗлтӗр Акатуй «Сокольники» паркра иртрӗ пулсан, кăçал — ВДНХра. Çавăнпа çул май тенӗ пек, кӗркуннеренпех кӗрлекен «Россия» куравпа та паллашма пултартăмăр.
Уява тӗпрен илсен, Шупашкарăн 555 çуллăхне халалланăччӗ пулсан та, 11 регионтан чăвашсем килнӗччӗ. Кашнин хăйӗн тумӗ, юрри-ташши. Тутарстан ансамблӗсем пурте пӗлекен юрăсемпе кăна мар, хăйсен тăрăхӗнчисене те юрларӗç. Çакăн пек пысăк делегаципе хутшăнма май туса панăшăн йӗркелӳçӗсене — ТР ЧНКА председательне Д. А. Самаренкина, «Звениговский» хуçалăх ертӳçине И. И. Казанкова, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне И. Ф. Трифоновăна тата ТР ЧНКА çумӗнчи Хӗрарăмсен союзӗн ертӳçине С. Н. Чаркинăна тав тăватпăр.

Эпир пӗр халăх
Кăнтăрла тӗлӗнче ансамбльсем ВДНХ умӗнче юрласа-ташласа кашни килекене кӗтсе илчӗç. Сăмах май, Акатуя çынсен юхăмӗ Атăл евӗр иртен пуçласа каçченех чакмарӗ. Тăван чӗлхене тунсăхланипе пулчӗ-тӗр ку. Шел, ку хутӗнче те чăвашсене «хамăрăннисемпе» «республика тулашӗнчисем» çине пайламасăр пулмарӗ. Уяв йӗркелӳçисенчен пӗри ВДНХ умӗнче ытти регион чăвашӗсен ансамблӗсене Чăваш Енрисен çывăхне пыртарасшăн пулмарӗ. «Эсир хӗрринче тăрăр, вӗçӗмсӗр юрлăр-ташлăр», — тесе ăшталанчӗ вӗçӗмсӗр. Эпир пӗр халăх, юрамасть кун пек. Пӗтӗм чăваш Акатуйӗ тетпӗр-тӗк, Тутарстанпа Пушкăртстан, Ульяновскпа Самара, Пенза тата ытти регион чăвашӗсемсӗр тулли пулаймасть вăл, ниепле те. Йӗркелӳçӗсем «республика тулашӗнчисене» тем пек иккӗмӗш плана хăварасшăн пулсан та халăх, шăпах вӗсен умӗнче кӗпӗрленчӗ, юррисене итлерӗ, видео, сăн ӳкерчӗ. Телевидени операторӗсемшӗн вӗсем кăсăклăрах пулчӗç. Пирӗн ансамбльсен кун пек мероприятисенчи опычӗ пысăк, пӗлеççӗ вӗсем халăха тӗлӗнтерме, маттур!

Чи пысăк уяв карти
 Акатуй ансамбльсем пӗрин хыççăн тепри ВДНХна утса кӗнинчен пуçланчӗ те «Халăхсен туслăхӗ» фонтан тавра уяв картине тăнипе малалла тăсăлчӗ. Унта хуть кам та тăма пултарчӗ. Çапла майпа вăл чăваш Акатуйӗн чи пысăк уяв карти пек историе кӗрсе юлӗ.
ВДНХ территорийӗ çав тери пысăк, кашни кӗтесӗнче чăваш юрри-кӗвви янăрарӗ çав кун. Харăсах 5 площадка ӗçлерӗ. Фонтан умӗнчех халăх йăли-йӗркин уйӗ те ӗçлерӗ. Унта чăваш туйӗпе симӗс ылтăнӗн — хăмлин тата ытти йăлипе паллашрӗç. Уявра çаплах чăваш ӗçми-çимине тутанса пăхма, тӗрлӗ мастер-классене хутшăнма, чăваш тумӗ, эрешӗ, тухйи-масмакне туянма та май пулчӗ. Чи пӗчӗккисене Чăваш пукане театрӗн представленийӗ кӗтрӗ.

Акатуй паттăрӗ
Спорта юратакансене вара тепӗр площадка илӗртрӗ. Кавир çинче Раççейри чи вăйлă чăваш кӗрешӳçисем вăй виçрӗç. Паллах, чи нумай кӗрешӳçӗ Чăваш Енренччӗ. Кӗрешӳçӗсем нумайăн пулнипе ăмăрту вăраха тăсăлчӗ. Пурне те «Акатуй паттăрӗ» кам пуласси кăсăклантарчӗ. Тӗп титула хальхинче Мускав каччи Алексей Никитиных çӗнсе илчӗ. (С.Чаркина, В.Лялякова, ЛӗСердцева сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России