Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июньте Хусанта иртекен мультиконференцисене хутшăнакансем Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен çеç мар, ют çӗршывсенчен те килӗç

Хусанта кăçалхи июнӗн 3 — 7-мӗшӗсенче халăхсен хушшинчи икӗ наука конференцийӗ иртет: «Техникăпа технологисенчи математика мелӗсем» (ММТТ) тата «Кибер физика системисем: проектировани тата моделировани» (CyberPhy).

Иккӗшӗ те пӗр вăхăтрах мультиконференци формачӗпе ТР Наукăсен академийӗн, Хусанти А. Н. Туполев ячӗллӗ наци тӗпчев техника университечӗн — КАИн, Хусанти наци тӗпчев технологи университечӗн — КНИТУн, Хусанти патшалăх культура институчӗн никӗсӗсенче пулаççӗ. 


Унта Раççейри тата ют çӗршывсенчи аслă вӗренӳ заведенийӗсен, наукăпа проект организацийӗсен, инжиниринг фирмисен, промышленность предприятийӗсен представителӗсем хутшăнӗç. 


«Техникăпа технологисенчи математика мелӗсем» конференцире 13, «Кибер физика системисем: проектировани тата моделировани» темăпа иртекенниче 7 секци ӗçлӗç.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане