Июньте Хусантан самолетсем ытларах вӗçӗç
Июнӗн 10-мӗшӗнчен самолетсем Хусантан Минеральные Водыне, Калининграда, Санкт-Петербургпа Мускава тăтăшрах вӗçме тытăнӗç. Минеральные Водыне эрнере — 7, Калининграда — 6, Санкт-Петербурга — 24, Мускава 8 рейс пуласса хыпарлать kzn.ru сайт.
Авиарейссен расписанийӗ улшăнни Барнаултан, Иркутскран, Кемеровăран, Красноярскран, Новокузнецкран, Омскран, Томскран, Улан-Удэпе Якутскран килекен пассажирсемшӗн Хусан урлă Мускавпа Санкт-Петербурга çитме майсем нумайрах туса парать.
Кунсăр пуçне Барнаул, Иркутск, Кемеровăпа Новокузнецк, Омскпа Томск çулçӳревçисене Калининграда вӗçме те меллӗ. Иркутскран, Улан-Удэпе Якутскран Минеральные Водыне вӗçекенсем Хусан эропортӗнчен тепӗр самолет çине куçса ларма пултараççӗ.
Аса илтеретпӗр, Хусан аэропорчӗн пуçланнă çуллахи расписанийӗ октябрӗн 26-мӗшӗччен тăсăлать. Çак вăхăтра çӗнӗ рейссем те уçăласса шантараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев