Икӗ эрнене тăсăлакан ятарлă режим
Декабрӗн 25-мӗшӗнчен республикăра пушара хирӗçлӗ ятарлă режим пуçланчӗ. Вăл январӗн 8-мӗшӗччен тăсăлать.
ТР Министрсен кабинӗчӗн ноябрӗн 29-мӗшӗнче тухнă 1082 № постановленийӗпе килӗшӳллӗн промышленность, транспорт инфраструктурин, топливăпа энергетика комплексӗн çумӗсенче 500 метр чухлӗ хутлăхра тата пурăнмалли çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх, ял хуçалăх объекчӗсен, çынсен пухăнакан çӗрте, çулсен çумӗнче 30 метр çывăхрах пиротехника изделийӗсемпе усă курма юрамасть.
Ятарлă режима Çӗнӗ çул тата Раштав уявӗсем вăхăтӗнче ирттерекен мероприятийӗсене пушар хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтерес тӗллевпе йышăннă.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев