Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИК ЮХАНШЫВӖНЧЕ КАТАМАРАНПА ИШРӖМӖР

Икӗ çыранăн икӗ тӗрлӗ илемлӗхне курса савăнтăмăр

Азнакай районӗнчи Ветерансен канашӗнчен шăнкăравларӗç те: «Ик юханшывӗнче катамарансемпе ишсе çутçанталăкпа киленме  йыхравлатпăр. Кăмăлăр пулсан ыран икӗ мăнукăрпа пӗрле Тумутук ялӗнчи Данис Мусинăн хапхи умне 10 сехет тӗлне килмелле», – терӗç. Чӗннӗ çӗре мӗншӗн каяс мар? Каланă вырăна палăртнă вăхăтра çитрӗмӗр. 

Мусин районти çамрăксен политикин специалисчӗ, «АзФлай» клубӗн ертӳçи. Ку клуба çӳрекенсем парапланпа вӗçеççӗ, хӗлле йӗлтӗрпе ярăнаççӗ, пăрлă шывра ишсе киленеççӗ… Çулла вара Ик юханшывӗнче  кимӗпе ярăнаççӗ. Клубра çитӗнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас, тавралăха юратма, Тăван çӗршывпа мухтанма вӗрентес ӗç çине пысăк тимлӗх уйăраççӗ. «Тăван ен» проектăн тӗп тӗллевӗ çакă пулса тăрать те. 

Кăçал çак мероприятие пенсионерсемшӗн тӳлевсӗр йӗркеленӗ. Азнакай ку енӗпе республикăра пӗрремӗш.

Д.Мусинăн çурчӗн алăк умӗ тикӗс плато пулса юханшыв еннелле тăсăлать. Çавăнта сӗтел хатӗрленӗ, мăшăрӗ Илмира апат çиме чӗнчӗ. Унтан хăрушсăрлăх техники тӗлӗшпе инструктаж ирттерчӗç, жилетсем тăхăнма пулăшрӗç. Шывра ӳсекен кăкшăм чечекне татмалла мар, вӗсем Хӗрлӗ кӗнекере иккенне асăрхаттарчӗç. 

Шыва кӗриччен кимӗсене тата тепӗр хут тӗрӗслерӗç. Акă тинех тăхăршар çын ларнă виçӗкатамаран ишеве тухрӗ. Инструкторсем, вӗсем çаплах гидсем те, пире Ик юханшывӗн тата Тумутук ялӗн историйӗпе паллаштарчӗç. Ик Пушкăртстан чиккинчен Кама юханшывӗ еннелле юхать. Ултă çухрăм ытла шыв юхнине сăнарăмăр, икӗ çыранăн икӗ тӗрлӗ илемлӗхне курса савăнтăмăр. Шыв çулӗ пăрăнмассерен пирӗн куç умне тата та капăртарах пейзаж тухса тăрать.

Сасартăк темле ăнланмалла мар сасă илтӗнчӗ. Гид вăйлă шывсикки урлă тухнă чух кӗсменсемпе мӗнле ӗçлемеллине тепӗр хут ăнлантарчӗ. Эпӗ, сылтăм енче чи малта лараканскер, хăраса ӳкме те ӗлкӗреймерӗм – вăйлă шыв юхăмӗ кимме пăрса та хучӗ. Вăл тайăлчӗте эпир пилӗк таран шыв айне юлтăмăр. Тумтир йӗпенсен те пире ăшах мар шыв савăнтарчӗ çеç. 

Эпир шывсикки урлă тата тепӗр хут иртрӗмӗр. Туслă ушкăнăн теветкеллӗхӗ хăюлăха çӗклет. Пӗр турист телефонне юхтарса ячӗ шывпа. Уншăн никам та хуйхăрмарӗ. Шывсикки хăйӗн илемӗпе, хăвачӗпе тӗлентерет. Каллех кунта таврăнас килет. 

Базăна таврăнсан пире тутлă апатпа хăналарӗç. Эпир вара çакăн пек интереслӗ экскурси-çулçӳревйӗркеленӗшӗн пурне те тав турăмăр.

Ухтияр ИЛЮХИН.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

1

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев