Икерчӗпе, вӗри чейпе
Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăра та иртнӗ вырсарникун питӗ савăнăçлăччӗ. Кунта та ял-йыш Çăварние паллă турӗ.
Хитре тумсем тăхăннă мыскараçăсем халăха савăнма-кулма, вăйăсене хутшăнма йыхравларӗç. «Шуçăм» халăх ансамблӗ юрăсем шăрантарса илем кӳчӗ уява. Ача-пăча тӗрлӗ конкурссене хаваспах хутшăнчӗ. Уйрăмах «Виç уран чупасси» тата «Моталки» конкурссем хаваслă иртрӗç. Аслисем те чăтса тăраймарӗç, ăмăртăва хутшăнчӗç.
Паллах ӗнтӗ, Çăварни икерчӗсӗр Çăварни мар. Тутлă икерчӗпе, техӗмлӗ пылпа вӗри чей ӗçрӗç пурте. Унтан кӳлнӗ, илемлетнӗ лашасемпе çăварни чупрӗç кăмăл пуррисем.
Наратлăри уяв та, ытти çӗрти пекех, Çăварни катемпине çунтарнипе вӗçленчӗ. Елена ЕГОРОВА, Эльвира КАПИТОНОВА. (Е.Егорова сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев