Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Йӳккел чăвашӗ хăйӗн карабинне СВОна парса янă

Теччӗ хулипе районӗн хисеплӗ гражданинӗ, меценат, темиçе хутчен республикăн «Благотворитель года» дипломне тивӗçнӗ Николай Николаевич Сергеев декабрӗн 16-мӗшӗнче Волгоградри çар чаçӗнчен килнӗ офицертан Виктор Миренков гварди аслă лейтенантран фронта хăйӗн 7 зарядлă карабинне тата 400 патрон парса ячӗ.

Строительство организацине нумай çул ертсе пынă Йӳккел ял чăвашӗ Николай Николаевич Сергеев хальхи вăхăтра тивӗçлӗ канура. Апла пулсан та ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксене май çитнӗ таран пулăшма тăрăшать. Чăваш Таяпи ялӗн каччине Кирилл Ефимов лейтенанта 78 пин тенкӗлӗх квадрокоптер, 10 пин тенкӗлӗх раци туянса панине эпир хаçатра та çырнăччӗ. Унăн ыркăмăллăх ӗçӗн пӗр тӗслӗхӗ кăна-ха ку. СВО пуçланнăранпа Николай Николаевич Сергеев район салтакӗсене пӗр хăй кăна 280 пин тенкӗлӗх пулăшу панă. Квадрокоптерсем, рацисем, мунча котелӗ, пыл, апат-çимӗç, Теччӗ тăрăхӗнчи сунар обществипе пӗрле тата мобильлӗ мунча туянса ăсатнă.

Нумай пулмасть Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче иртнӗ «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке презентацийӗ вӗçленсен ман пата пычӗ те: «Карабин пур манăн, сунара çӳреместӗп ӗнтӗ урăх, атьсене дронсене персе антарма аван пулӗччӗ. Салтаксене парасшăн эпӗ», – терӗ.

Пăшал фронтра çав тери кирлӗ япала пулсан та ăна ал-хапăл парса яма çук. Малтан регистрацирен кăлармалла, кайран тин. Николай Николаевич карабина та районтан кайнă салтаксенех парса яма шутланă малтан, анчах регистрацирен кăлармашкăн районта 3-4 уйăх  кӗтмеллине пӗлсен Хусана ТР ШӖМӗн лицензи центрнех кайма тивнӗ. Шăп çакăнта тӗл пулнă та вăл Волгоградран гуманитари пулăшăвне илме килнӗ хайхи гварди аслă лейтенанта.

«Çав тери кирлӗ япала ку пире, икӗ кӗпçеллӗ пăшалăн икӗ заряд кăна пулнипе тăшман дронне персе антарма кансӗртерех. Ку вара меллӗ», – тенӗ офицер парнешӗн шутсăр хытă савăнса.

«Çав тери тав турӗç карабиншăн. Килте выртиччен усă кӳтӗр», – хуравларӗ Теччӗ чăвашӗ Николай Николаевич Сергеев хальхинче те сăпайлăн. Карабинне кăна мар, тата 400 патронне те парнеленӗ вăл. Çакăн пек ырă чӗреллӗ, хамăр салтаксемшӗн чӗререн çунакан чăвашсем пур пирӗн хушăмăрта

 (В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем