Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иккӗмӗш тухрӗ

«Ыр-усал халапӗсем. Былички» кăларăм филологсемшӗн, этнографсемшӗн, этнологсемшӗн, чăваш халăхӗн сăмахлăхӗпе, аваллăхӗпе тата культурипе кăсăкланакансемшӗн усăллă.

Юлашки çулсенче Чăваш кӗнеке издательствинче «Чăваш халăх пултарулăхӗ» ярăмпа кăларăмсем харăсах икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – пичетленеççӗ. Пӗлтӗр тăваттăмӗш томăн – «Ыр-усал халапӗсем. Былички» – пӗрремӗш кӗнеки кун çути курнăччӗ. Нумаях пулмасть иккӗмӗшӗ тухрӗ. Ăна пухса хатӗрлекенсем Галина Ильинапа Елена Федотова, вырăсла куçараканӗ Алексей Леонтьев истори ăслăлăхӗсен кандидачӗ, редакторӗ Надежда Вечеркина. Кăларăма Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн (ЧПГĂИ) ăслăлăх канашӗн йышăнăвӗпе килӗшӳллӗн пичетленӗ.

Пӗрремӗш кӗнекере уйрăм çын вăрманти, килти, шыври, мунчари, картишри-витери тата ытти мифла сăнарсемпе тӗл пулни çинчен калакан анлă сарăлнă халапсен сюжечӗсем кӗнӗччӗ. Иккӗмӗш кăларăмра вара пӗр-пӗр вырăнпа çыхăнман усал-тӗселпе тата чир-чӗр усалӗсемпе уйрăм çын тӗл пулни çинчен калакан халапсемпе паллашма пулать. Тӗслӗхсене темиçе пая уйăрнă. «Çӗленсем» пайра Вӗре çӗлен, Аçтаха тата Юхха çинчен калаканнисене вырнаçтарнă. Чи анлă сарăлнисем – Вӗре çӗленпе тӗл пулни çинчен хыпарлаканнисем. Пӗрне вулар-ха: «Ӗлӗк Кепе çырминче усалсем пурăннă тет. Пирӗн ялти пӗр хӗрарăма Усал ернӗ тет. Вӗри çӗлен кӗвенте пек йăр-р вӗçсе пыратчӗ тет те хапха çине утланса ларатчӗ тет. Хӗрарăмӗ кайран шыçăнса кайса вилнӗ тет.

Вӗри çӗленӗ пысăках та мар, пӗр метр кăна пулӗ. Йӗтре пек пуçне çавăркаласа пырать. Хапха урлă кăвар тăкса вӗçсе каçса кайрӗ».

Вӗре çӗлен – усал, çӗрле е каçхине арçын патне вилнӗ арăмӗн сăнӗпе, хӗрарăм патне вилнӗ упăшкин сăнӗпе килет, вӗсемпе ар хутшăнăвне кӗрет имӗш.
«Усал-тӗсел» пая Алпастă, Вупăр, Вупăр карчăк, Калăм карчăкӗ, Вупкăн, Вилӗм, Чун илли, Эсрел, Инкек, Нуша, Пир, Çавра çил, Усал тата ытти çинчен калакан халапсене пуçтарнă. «Асăннă усалсем çӗр çине хурт-кăпшанкă, çӗлен, шăши пулса тухаççӗ, çынна йӗрлесе çӳреççӗ. Çавăн пекех вӗсем утă капанӗ тата ытти япала, тӗрлӗ чӗрчун – качака, сысна, пăру, кушак тата ытти те – пулма пултараççӗ. Мифла сăнарсем çынсене палланă çын сăнарӗпе те, тăванӗн сăнарӗпе те курăнма пултараççӗ. Çын ăшне вырнаçсан усалсем ăна типӗтеççӗ, çавăн хыççăн вăл вилме те пултарать», – тет Галина Геннадьевна умсăмахра.

«Чир-чӗр усалӗсем» пайра Ăншăрт, Кăчăрлан, Чăкарми, Лăп-лап, Мур, Сив чир, Ниш, Сăямак тата ытти чирсем çинчен калакан халапсем пуçтарăннă.

Ку усалсене ят парасси пӗр-пӗр чир ячӗпе пулса пырать. Чи анлă сарăлнисем – Мур çинчен калаканнисем. Вăл хыткан хӗрарăм сăнарӗпе çӳрет, нумай çынна тата выльăх-чӗрлӗхе вӗлерме пултарать-мӗн. 

«Мул» пайра мул çинчен калакан халапсем пичетленнӗ. Чăвашсем ӗненнӗ тăрăх, Выхăта (мул* мул упранакан вырăн) çынсене тӗрлӗ сăнарлă курăннă: пуянлăха пытарнă вырăнта вут çуннă. Пытарнă мул выльăх-чӗрлӗх, çын е ытти сăнар йышăнма пултарнă.

«Аташтаракан усалсем» пайри халапсенче калуçăсем «çулран аташтаракан усалпа» тӗл пулни çинчен пӗлтереççӗ. Ку усалсем этеме тӗл пулаççӗ е чӳречерен шаккаса чӗнсе кăлараççӗ те хăйсем хыççăн ертсе каяççӗ. Çын е тарăн çыран хӗррине, е тухма çук вырăна пырса тăрать те тăна кӗрет.

«Шуйттан» пайри текстсенчен ытларахăшӗ Шуйттан мӗнпур усалтан аслăраххи пулнине çирӗплетет. Чăвашсем Çавра çиле те вăлах тăвать, унăн варринче хăй куçса çӳрет тесе ӗненеççӗ.

«Этем шăпине уçса пани» пайра Шăпа çинчен калакан халапсене пуçтарнă. Пӗринпе паллашар-ха: «Çын çуралсанах Турă ăна çапла çырать: çавăн телей курмалла, теприн çул çинче ӳксе вилмелле тата ытти те. Ӗлӗк кашни вулама пӗлекен çыншăн Турă кӗнеки пулнă. Çав кӗнекене вуласа тухакан ухмаха ерет тет. Çӗнӗ Ачча ялӗнче (пирӗн ялтан инçех мар) пӗр Унюк ятлă çын халӗ те çӳрет. Эпӗ хам та курнă, Ачча пасарне халӗ те вăл тухать. Çавскер Турă кӗнеки вуласа тухнă хыççăн ухмаха тухса кайнă. Çылăхсăр çын анчах Турра курма пултарать тет».

«Чăваш халăх пултарулăхӗ» ярăмăн тăваттăмӗш томӗн «Ыр-усал халапӗсем. Былички» ятпа тухнă иккӗмӗш кӗнекине 495 текст кӗнӗ, çав шутра ЧПГĂИ ăслăлăх архивӗнче упранакан çак таранччен пичетленмен алçырусенчен – 288, пичетленнӗ ӗçсенчен суйласа илнисем – 206. Çырса илнисенчен ытларах пайӗ алçыру хальлӗн ЧПГĂИ ăслăлăх архивӗнче, Чăваш Республикин Патшалăх архивӗнче, Чӗмпӗр облаçӗн Патшалăх архивӗнче упранать. Тӗпчевçӗсем ытти çăлкуçпа та усă курнă. Архиври алçырусен тексчӗсенчи вырăнти калаçу уйрăмлăхӗсене туллин сыхласа хăварнă, диалектизмсемпе сайра тӗл пулакан сăмахсене ăнлантарса панă.

«Ыр-усал халапӗсем. Былички» кăларăм филологсемшӗн, этнографсемшӗн, этнологсемшӗн, чăваш халăхӗн сăмахлăхӗпе, аваллăхӗпе тата культурипе кăсăкланакансемшӗн усăллă пулӗ.

Ольга ИВАНОВА.
Чăваш кӗнеке издательствин архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество писатели