Иккӗмӗш хут сан серепӳне çакланмастăпах! Кăштах кулăш
Вӗçкӗн Ваççа çитӗннӗ ывăлӗ патне шăнкăравлать: – Итле-ха, ывăлăм, кил пирӗн пата дачăна. – Çук! – Кунта тутлă ӗçме-çиме, шашлык, хитре хӗрсем... – Атте, иккӗмӗш хут сан ултавун серепине лекместӗпех. Хăвăр çӗрулмийӗре хăвăрах кăларăр атя!..
Автобусра кондуктор Вӗçкӗн Ваççа патне пырать:
– Çулшăн тӳлӗр, – тет.
– Эпӗ – пӗччен атте, – хуравлать Ваççа.
– Миçе ача вара сирӗн? – ыйтать кондуктор.
– Вуннă.
– Ай-уй, мӗнле пăхса пӗтереетӗр ун чухлӗ ачана?
– Мӗн пăхмалли марри вара? Вӗсем амăшӗсемпе пурăнаççӗ...
– Эсир вара?
– Эпӗ – пӗччен атте...
×××
Вӗçкӗн Ваççа çитӗннӗ ывăлӗ патне шăнкăравлать:
– Итле-ха, ывăлăм, кил пирӗн пата дачăна.
– Çук!
– Кунта тутлă ӗçме-çиме, шашлык, хитре хӗрсем...
– Атте, иккӗмӗш хут сан ултавун серепине лекместӗпех. Хăвăр çӗрулмийӗре хăвăрах кăларăр атя!..
×××
Чăнкă Мирун арăмӗпе уйрăлма суда пынă тет.
– Уйăрăр пире, текех эп унпа пурăнмастăп! Вăл çывăрмалли пӳлӗмре качака усрать. Чăтма çук шăршă тăрать... – тет хайхи.
Судья:
– Вара? Мӗншӗн тӳрех уйрăлмалла? Пӳлӗме чӳречене уçса уçăлтарма пулать вӗт-ха?
– Аха, çиччас... Манăн кăвакарчăнсем вӗçсе тухса кайччăр-и?..
×××
Ача садӗнчи воспитательница Виолетта Валерьевна пӗрремӗш ӗç кунӗ вӗçленнӗ çӗре хăй Фиолетовое Варенье ятлине ӗненмех пуçланă.
×××
Вӗçкӗн Ваççа ӗçе вырнаçма килнӗ тет.
– Эсир мӗн ятлă? – ыйтаççӗ унран.
– Василий.
– Ачăрсем пур-и?
– Пур. Василий ывăл тата Василиса хӗр.
– Килте йытă-кушак тавраш усратăр-и?
– Васька ятлă кушак пур.
– Шел пулин те, эпир сире креативлă директор должноçне ӗçе илейместпӗр...
×××
Вӗçкӗн Ваççа ӗçе вырнаçма пынă тет.
– Миçе чӗлхе пӗлетӗр? – ыйтаççӗ унран.
– Тăваттă.
– Мӗнлисене?
– Чăвашла, вырăсла, акăлчанла, французла, – тет.
– Акăлчанла мӗн те пулсан калăр-ха.
– Гутен таг!
– Ара, ку нимӗçле-çке...
– Апла-тăк, пилӗк чӗлхе пӗлетӗп...
×××
Яка Кулине упăшкине:
– Уйрăлма заявлени кайса паратăп. Машинăсене çурмалла пайлăпăр: мана – «Лексус», сана – кӗпе çумалли.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев