«Илемпи» илем кăтартать
Тумтир дизайнерӗсене, парикмахерсемпе визажистсене, салон бизнесӗн представителӗсене пухакан фестиваль Шупашкарта темиçе хутчен иртсен те ячӗ кăçал кăна тупăннă. Фестивалӗн тӗп шухăшне уçса ăна чăвашла «Илемпи» ят панă.
«Пӗлтӗрхи фестиваль питӗ тухăçлă иртнине кура кăçал ăна тата анлăлатас терӗмӗр, мӗншӗн тесен креативлă индустри çине республика нумай тимлӗх уйăрать. Ку енӗпе пирӗн дизайнерсем тӗнче çăлтăрӗсенчен кая мар», — тесе пӗлтернӗ ЧР экономика аталанăвӗпе пурлăх хутшăнăвӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Лариса Рафикова «Вести Чувашия» телекăларăм журналисчӗсене.
Фестивалӗн программинче: дизайнерсен тумӗсене кăтартни, парикмахерсен, визажистсен конкурсӗсем, мастер-классем пулнă.
Кун йышши фестивальсенче пултарулăх кăтартнинчен ытла пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни, малашнехи ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелени пӗлтерӗшлӗреххине палăртнă илем индустрийӗн ăстисем.
Йӗркелӳçӗсем «Илемпи» фестивалӗн ӗмӗрӗ Чăваш Енре вăрăм пуласса, хутшăнакансен шучӗ çулсерен ӳсессе шанаççӗ. Ăсталăха малалла аталантарма, хăнасене Атăлçи тăрăхӗнчи модăпа илем индустрийӗн пултаруллă ăстисемпе паллашма май парать вăл.
«Вести Чувашия» телекăларăмăн скриншочӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев