Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Илемпи» конкурс пӗрремӗш хут! Апрелӗн 26-мӗшӗнче Туслăх Çуртне курма килӗр – питӗ интереслӗ пулать!

Вырсарникун, апрелӗн 26-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче (Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт) чăваш хӗрарăмӗсен «Илемпи – халăх йăлисен управçи» конкурсӗн финалӗ пулать. Конкурса йӗркелесе ирттерекенӗсем – Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗ, Чăваш хӗрарăмсен союзӗ, Халăхсен ассамблейи тата Халăхсен Туслăх Çурчӗ.

Мӗнле конкурс-ха вăл «Илемпи»? Вăл пуçласа иртет. Ăна тăван халăхăн культурине упраса аталантарма пысăк тӳпе хывакан тӗрлӗ профессири, тӗрлӗ ӳсӗмри хӗрарăмсене пӗрлештерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Конкурс хӗрарăмсен пултарулăхне туллин уçма май парать.

Ăмăртăва 21 хӗрарăм хутшăнать. Вӗсен конкурса тăратнă хăйсем çинчен каласа паракан видеороликӗсене «Сувар» хаçатăн ВКри, Максри тата Телеграмри ушкăнӗсенче пăхма пулать. Конкурсанткăсене 10 номинацире палăртӗç. Çӗнтерӳçӗсене жюри вырсарникун Халăхсен Туслăх Çуртӗнче иртекен финалта палăртать.

Мероприяти 14.00 сехетре пуçланать. Курма килекенсене чаплă концерт та кӗтет. Пире чăваш халăх артистки Августа Уляндина, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Алексей Шадриков, «Ӗмӗт» этно-ушкăн, Софийăпа Стефания Чаркинасем, «Тутарстан Чăваш пики – 2025» конкурс çӗнтерӳçи Анна Иванова хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарӗç.

Курма килӗр, хисеплӗ вулакансем. Питӗ интереслӗ пулать. 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс