Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ильсур Хадиуллин наци вӗрентӗвӗпе кая юлса пыракан районсене палăртнă

«Тури Услон районӗнче ачасене тăван чӗлхепе вӗрентсе воспитани парас ӗçе йӗркелемен», – тесе каланă вăл ТР Президенчӗ çумӗнчи тутар чӗлхине упраса аталантарас комиссин ларăвӗнче. Министр республика шкулӗсенче тутар чӗлхине еплерех вӗрентни çинчен тӗплӗн каласа кăтартнă.

Пуринчен те ытларах наци вӗрентӗвне Актаныш, Апас, Арск, Атня, Балтаси, Çӗпрел, Кайпăç районӗсенче уйăраççӗ. Çав вăхăтрах тăхăр районра лару-тăру лайăхах мар: Элмет, Павлă, Заинск, Менделеевски, Лениногорски, Анат Кама, Нурлат, Пестрецы, Чистай районӗсенче, Çырчалли хулинче министр сăмахӗсемпе, ӗçе вăйлатмалла.

«Ачан чӗлхене вӗренесси килтӗр тесен, вӗрентӳ процесне илӗртӳллӗ те кăсăклă тумалла», – тесе палăртнă ТР вӗрентӳ министрӗ Ильсур Хадиуллин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев