Ильсур Метшин Рустам Миннихановран социаллă ипотекăпа тăвакан çурт-йӗр калăпăшне ӳстерме ыйтнă
Хусан мэрӗ Ильсур Метшин паян Хула Думин 28-мӗш сессийӗнче ТР Раисӗнчен Рустам Миннихановран республикăн тӗп хулинче социаллă ипотекăпа тăвакан çуртсен шутне ӳстерме ыйтнă.
2023 çулта Хусанта асăннă программăпа 7 çурт хута янă, 10 объект çинче ӗçсем вӗçленмен-ха.
«Социаллă ипотека программи пулăшнипе пурăнмалли условисене бюджет тытăмӗнче ӗçлекенсем, çамрăк çемьесем, СВОна хутшăнакансен çемйисем, авариллӗ çуртсенче пурăнакансем лайăхлатма пултараççӗ. Анчах та тăвакан çурт-йӗр çителӗксӗр. Хисеплӗ Рустам нургалиевич, сире социаллă ипотекăпа тăвакан çуртсен калăпăшне ӳстерме ыйтатпăр», — тенӗ Ильсур Раисович.
Мэр çавăн пекех 2023 çулта Хусанта историре пуçласа 1,3 миллион тăваткал метр çурт-йӗр хута яни пирки те пӗлтернӗ. 2022 çулта ку кăтарту 874400 тăваткал метрпа танлашнă.
Сăнӳкерчӗк «ТАТМЕДИА» Телеграм-каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев