Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Инкекре суранланнисем патне вӗҫсе ҫитмелле

Иккӗмӗш вертолет пулсан, эпир Кама леш енчи зонӑра Катастрофӑсен медицинин центрне туса хума пултаратӑр

Пӗлтӗр санитари авиацийӗн вертолечӗ тутарстансене хӑтарса 193 хут вӗҫнӗ

"Хусана илсе ҫитернӗ пациентсенчен ытларахӑшӗн соматикӑллӑ паталогиччӗ. Анчах ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗсенче суранланнисене илме вертолет 14 хутчен кӑна вӗҫнӗ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне халалланӑ правительство комиссийӗн пӗтӗмлетӳ ларӑвӗнче пирӗн адреспа критика янӑрарӗ», – тенӗ сывлӑх сыхлав министрӗ Марат Садыков.
Министр ҫывӑх ҫулсенчи тӗллевӗсене палӑртнӑ – ҫул-йӗр инкекӗсенче суранланнисене медицина пулӑшӑвӗ кӳрессинчи подходсене улӑштармалла.
Сывлӑх сыхлав министрӗ Рустам Миннихановран медицина модулӗллӗ ҫӗрле вӗҫме пултаракан иккӗмӗш "Ансат" вертолет туянмалли пулӑшма ыйтнӑ. Министр сӑмахӗсемпе кадрсем хатӗр.
"Иккӗмӗш вертолет пулсан, эпир Кама леш енчи зонӑра Катастрофӑсен медицинин центрне туса хума пултаратӑр",– тенӗ министр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев