Иннополис – хай-тек стилӗпе çӗкленӗ хула
Çӗнӗ хыпарсем

Иннополис – хай-тек стилӗпе çӗкленӗ хула

Ытларикун Тутарстанра çӗршыври 100-мӗш наукăпа популярлă турмаршрут старта тухрӗ

Республика юбилейлă тура регионăн нукăпа технологи аталанăвӗпе, тӗрӗсрех каласан, информаци технологийӗсен сферипе çыхăнтарать. 100-мӗш тур Тутарстанăн тӗп хулин спутник-хулинче иртнине те ăнланмалла. Юлашки çулсенче çӗршывăн наукăпа техника хабӗ пулса тăнă регионта çапла пулмалла та ӗнтӗ. Тутарстанра 80 ытла наука организацийӗ, 2 уйрăм экономика зони (ОЭЗ), 8 технопарк, бизнес валли ятарлă условисем туса панă 5 экономика зони (ТОСЭР).

Чи çамрăк хула

11 çул тултарчӗ

Июнӗн 9-мӗшӗнче 1000 çултан та иртнӗ Хусанпа юнашар ӳссе ларнă Иннополис 11 çул тултарчӗ. Çуралнă кун уявне вара республикăри чи çамрăк хула июнӗн 11-мӗшӗнче уявлать. Хай-тек стилӗпе çӗкленӗ хула фэнтези-фильмсенчи декорацие аса илтерет – Иннополис ӗç- хӗлне тӗнче шайне çӗкленӗ университет, А.С.Попов (XX ӗмӗр пуçламăшӗнче радио шутласа кăларнă) ячӗллӗ технопарк çурчӗсем, тӗп çуртсем тейӗпӗр вӗсене, тӗкӗр пек стеналлă. Пуласлăх çинчен ӗмӗтленекен архитекторсен идейисем Иннополисра кун кураççӗ. Тӗпрен илсен хулан пӗтӗмӗшле проектне Сингапур архитекторӗ Лиу Тай Кером хатӗрленӗ.

Хусантан инçе те мар, анчах хăвна урăх вăхăта килсе лекнӗн туятăн. Иннополис хули пысăк мар, кунта пурăнакансем вăтамран 40 çулсенче пулӗ. Университетра, технопаркра ӗçлекенсем, вӗренекенсем пурăнаççӗ. Ытти эпир хăнăхнă çуртсемпе танлаштарсан кунта чăннипех çынсене пурăнма меллӗ. Çуртсен пӗрремӗш хучӗсенче хваттерсем çук, паркинг тата лавккасем, кофейньăсем. Картишне машинăсем, транспорт кӗртмеççӗ. Çавăнпа унта ачасем ирӗклӗнех выляма, уçăлса çӳреме пултараççӗ.

Хулара çутçанталăк газӗпе усă курмаççӗ, пӗтӗмпех электричество вăйӗпе ӗçлет кунта. Çăва тухсан проката велосипед илсе ярăнма пулать, хӗлле сноуборд таранах тара тытма май пур, кунтан инçех мар Свияжск сăрчӗсем-çке. Урамӗсем аслă, тротуарӗсем анлă. «Пирӗн патра пӗрремӗш хут пулакансем тротуара машинăсем çӳремелли çулпа арпаштарни те сайра мар», – аса илсе кулать пирӗн гид Елизавета Сердюк. Вăл хăй Краснодар крайӗнчен, Хусанти Атăлçи федераллă университетра вӗреннӗ, диплом илсен Иннополисра ӗçлеме юлнă. Адил  Адельшин 2024 çулта «Эдутейнмент» турагентство уçнăранпах унта ӗçлет. 1,5 сехетре хулапа та паллаштарма ӗлкӗреççӗ, университет çинчен те тӗплӗн каласа параççӗ. 25 çынран тăракан агентствăн гичӗсем пурте студентсем, Елизавета Сердюксăр пуçне. Студентсене экскурсовода илессине Иннополисра шутласа тупнă. Мӗншӗн тесен туристсем – шкул ачисем, çамрăксем, цифра технологийӗсемпе интересленекенсем, Иннополис университетне вӗренме кӗрес текенсем. Çулталăкра вăтамран илсен 50 пин çын килет. Кунти студентсен пурнăçӗ çинчен,  университетри йӗркесем çинчен вӗсем çамрăксене ăнланмалла каласа парасси куçкӗрет. Аслăрах çултисене ачасем ыйтусем пама вăтанаççӗ-тӗк, тантăшӗсенчен, хăйсенчен 2-3 çул аслăрах каччăсемпе хӗрсенчен хуть мӗн пирки те интересленме пулать-çке. Иннополис Атăлçи округӗнче пӗртен-пӗрре. Чулхулара информаци технологийӗсемпе çыхăннă хальхи вăхăтри вӗренӳ заведенийӗ пур, анчах Иннополис шайӗ самай çӳлерех пулни пирки иккӗленмӗпӗр.

 

Кашни утăмра ИИ

Халӗ Хусанта та роботсем лавккаран тавар кӳреççӗ, анчах вӗсем Иннополисра чи малтан ӗçлеме пуçланă. 80 килограмм таяканскерсем, 10-15 килограмм тавара вăхăтра илсе çитереççӗ. Урамра вӗсем çуран çын пек тротуарпа çӳреççӗ, çул урлă «зебрăпа» каçаççӗ. Çын çине кӗрсе каймаççӗ, çулне «пӳлнине» асăрхаса ирттерсе яраççӗ. Хулара тест режимӗпе ӗçлекен пилотсăр таксисем те пур. Вӗсем те питӗ асăрхануллă. Пӗрре çапла мыскарана та лекнӗ тет икӗ робот. Тавар кӳрекенни çул урлă каçма тăнă, çав вăхăтрах такси те çитнӗ çак тӗле. Иккӗшӗ те вашават – пӗри теприне ирттерсе ярасшăн. Пӗр-икӗ минутран май тупса кашни хăй çулӗпе кайнă тесе каласа пачӗ гид. Технопаркра та роботсем, ИИ продукчӗсем кашни утăмра. Найсбокс сăн ӳкерсе пӗр-пӗр стильпе (супергерой-и, киборг-и, аниме сăнарӗпе-и – хăв суйласа илетӗн) портрет туса парать. QR-кодпа асăнмалăх илме пулать. Çакăнтах «Нейрохудожник». Экран çине мӗн те пулин ӳкерсен пӗр-пӗр художник стилӗпе картина тума суйламалла. Самантрах хушнине пурнăçлать. Ку продуктсене Иннополис университетӗнче вӗренекенсем хатӗрленӗ. Кафери «официантсем» те вӗсен ӗçӗ. «Миньонпа» «Белла-кушак» вашават, чейлӗх укçа парасса та кӗтмеççӗ. «Белла» хăлхи хыçӗнчен ачашланине килӗштерет, мăрлатса илет. Иннополисра пурăнакансене кил хуçалăх ыйтăвӗсене татса пама та çăмăлрах – Инна ятлă бота пӗлтермелле çеç. Вăл хăйех ыйтăва татса пама май тупать.

 

Университет – чи интереслӗ вырăн

 Пысăк мар хулара, пӗр вӗçӗнчен тепӗр вӗçне 15 минутра утса тухма пулать теççӗ, чи интереслӗ вырăн университет пулӗ. Вăл питӗ хальхи вăхăтпа килӗшӳллӗн курăнса ларать, унăн тăрри те витӗр курăнать, çуллахи янкăр каçсенче çăлтăрсене те курма пулать теççӗ. Студентсем унта вӗренеççӗ, дискотека ирттереççӗ, çавăнтах пурăнаççӗ. Пысăк комплекс пулса тăрать вăл. Студентсен общежитийӗ вӗренӳ корпусӗпе сывлăшри коридорсемпе, скейвейсемпе çыхăннă. Çавăнпа пижамăпа вӗренӳ аудиторине пыракан тӗслӗхсем те пулаççӗ иккен кунта. Куншăн вӗренекенсене ятламаççӗ, тум улăштарма хăваламаççӗ. Общежитисенче комендант вăхăчӗ çук 18 çул тултарнисемшӗн. Вӗсем хуть хăш вăхăтра кӗме-тухма пултараççӗ.  Килнӗ çынсем каçхине 11 сехетчен çеç хăнара юлма пултараççӗ. Кашни пӳлӗмре кухня, санузел пур. Чи пысăк пӳлӗмре пиллӗкӗн пурăнаççӗ. Пӳлӗмсенче кондиционерсем лартнă. Общежитин малтанхи виçӗ хутӗнче инклюзивлă студентсем пурăнаççӗ, ăнланмалла ӗнтӗ, вӗсене çӳреме меллӗ çулсемпе тивӗçтернӗ. Студентсен 16 проценчӗ ют çӗршыв гражданӗсем. Вӗрентекенсем те тӗрлӗ çӗршывсенчен. Вӗсем пурте çӳллӗ категориллӗ преподавательсем.

Вӗренме кӗрес текенсем çулран çул йышлăрах. Тӳлевсӗр вӗренме кӗме 95 балран кая пулмалла мар, вырăс чӗлхи, математика тата физика е информатика предмечӗсемпе памалла патшалăх экзаменӗсене. Паллах, вӗсен хушшинче те конкурс пулать. Тӳлевлӗ вӗренес текенсем 60 балпа та заявлени çырма пултараççӗ, анчах вӗсен хушшинче те конкурс пуласси куçкӗрет. Тепӗр вариант – университет грантне çӗнсе илесси, кун пек чух та вӗренӳшӗн тӳлеме тивет, анчах.... ЕГЭ балӗсемсӗр пуçне ятарлă тӗрӗслевсене ăнăçлă иртекенсене университет тӳлеве чакарать.

2025 çулччен университетра акăлчанла çеç вӗрентнӗ. Пӗлтӗртенпе «вырăс чӗлхиллӗ» специальноçсене те вӗрентеççӗ. Кунта колледж та ӗçлеме пуçланă. Ун хыççăн аслă пӗлӳ илес текенсем тӳрех университета 2-мӗш курса вӗренме кӗме пултараççӗ.

Экскурси хыççăн аудиторире 100-мӗш наука турӗнче пулнă ачасен умне мэр ӗçне туса пыракан Ильдар Хуззятов, ТР Туризм патшалăх комитечӗн председателӗн çумӗ Анастасия Софьина  тухса сăмах каларӗç. Тӗлпулу  модераторӗ Адил Адельшин пулчӗ. Иннополисăн çуралнă кунӗ çинчен, университет специалистсене мӗнле хатӗрлени тата ытти кăсăк япаласем çинчен каласа пачӗç ачасене.

Çамрăк туристсем çакăн хыççăн та университетрах юлчӗç – ИИпе мастер-класс иртӗç вӗсем, ку та туризм программине кӗрет.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.


иннополис

Нет комментариев