Инсульт çамрăкланать
Инсульт — пуç мимин юн çаврăнăшӗ пăсăлни. Ăна пула пуç мимин клеткисем вилеççӗ, çынни хăй те вилме пултарать
Инсульт — пуç мимин юн çаврăнăшӗ пăсăлни. Ăна пула пуç мимин клеткисем вилеççӗ, çынни хăй те вилме пултарать.
Тухтăрсем ишеми (пуç артерине тромб хупланипе пуç мимине кислородпа пуян юн çитеймест) тата гемморраги (юн тымарӗ татăлнипе юн пуç купташкине юхса тухать) инсульчӗсене уйăраççӗ.
Инсульт паллисем: çыннăн пичӗн пӗр енӗ, аллипе ури туйми пулаççӗ. Вăл ура çинче тăраймасть, ăнланмалла калаçаймасть, çын каланине те ăнланмасть.
Куçӗ япăх курма тытăнать, пуçӗ çаврăнать, хăй тӗллӗн тӳрӗ утаймасть, пичӗ чалăшать, пуçӗ вăйлăрах та вăйлăрах ыратать, лӗклентерет, хăсма пуçлать.
Инсультран аптратнисенчен 25 проценчӗ çамрăксем, ачасем пулни çинчен пӗлтереççӗ неврологсем. «Çамрăк» инсультăн сăлтавӗсем мӗнле?
Этемӗн çу ылмашăвӗ тӗрӗс мар, холестирин шайӗ ӳсет, самăрланнипе аптрать, эрех-сăра ӗçет, пирус туртать е вăл чӗре тата юн тымар патологийӗсемпе çуралнă.
Пуçа амантни инсультăн сăлтавӗсенчен пӗри.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА, авторӗсем В.Васильев, М.Захаров.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев