Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Интернат – пирӗн иккӗмӗш кил

Анат Камăри 34-мӗш гимназире хула ачисем кăна мар, таврари ялсенчен килнисем те вӗренеççӗ

2024 çулхи раштав уйӑхӗнче пирӗн гимнази хӑйӗн 25 çулхи юбилейне паллӑ турӗ. 1999 çулхи кӗркунне вӗренӳ класӗсемпе пӗрле интернат та  уçӑлнӑ. Вăл гимназие ытти çӗртен вӗренме килнӗ чӑваш ачисем валли пулнӑ. Çапла майпа нумай ачаллӑ тата тулли мар çемьесенчи пултаруллӑ ачасене пулӑшма тӗллев лартнă. 

 

Интернатра тӗплӗ юсав ирттерсе ачасене пурӑнма питӗ лайӑх условисем туса панӑ. Виçӗ çывӑрмалли, икӗ хывӑнса тăхăнмалли, кану тата килти ӗçсене пурнӑçламалли пӳлӗмсем пур кунта. Душ кабинисем тата шыв ӑшӑтмалли бойлерсем вырнаçтарнӑ. Çывӑрмалли пӳлӗмсенче  меллӗ краватьсем, шкапсем тата тумбочкӑсем. Илемлӗ чаршавсемпе пӗркенчӗксем. Кану пӳлӗмӗнче телевизор ларать.

Ку вӗренӳ çулӗнче интернатра 20 çын пурӑнчӗ –10 арçын ача тата 10 хӗрача. Анат Кама районӗнчен 8-ăн – Сухаревӑпа Мӑн Афанасово ялӗсенчен виçшер, Борок ялӗпе Красный Ключ поселокӗнчен пӗрер ача. 3-шӗ нумай ачаллӑ çемьерен, 7-шӗ – тулли мар çемьерен. Тӗрлӗ ӳсӗмрисем пур интернатра пурăнакансен хушшинче:  15-шӗ кӗçӗн классенче вӗренеççӗ, 5-шӗ – вӑтам тата аслӑ классенче.

Интернатра пурăнакан ачасене кунне 5 хутчен апатлантараççӗ пирӗн. Воспитанниксене хăйсен пултарулӑхне, этеме кирлӗ хаклӑхсене аталантарма пӗтӗм услови пур кунта.

Сывлӑха çирӗплетес, çутçанталӑка, чӗрчунсене, кайӑксене юратма, упрама вӗрентес, патриотизмпа ӗçченлӗх тӗлӗшпе воспитани парас тӗллевлӗ мероприятисемсӗр пуçне интернатра «Туслӑх» театр та ӗçлет, унта ачасем хӑйсемех артистсем те, гримерсем те. Ашшӗ-амӑшӗсем вара декорацисемпе костюмсем хатӗрлеме пулăшаççӗ. Спектакльсене чӑваш юмахӗсемпе ача-пӑча калавӗсене тӗпе хурса лартаççӗ. 

Ку вӗренӳ çулӗнче В.Сутеевӑн «Юнтармӑш кушак» юмахӗ тата «Шӑши – вăрăм хӳре» чӑваш юмахӗ тӑрӑх спектакльсем лартрӗç. «Шӑши – вăрăм хӳре» юмах вырӑссен «Теремок» халӑх юмахне аса илтерет, анчах персонажсем пӗрле пурӑнма шут тытнипе, карталанса туслӑх юррине юрланипе вӗçленет.

Ачасем хаваспах юмах паттӑрӗсене сăнарларӗç, гимназири пуçламӑш классенче вӗренекен куракансемпе пӗрле юрларӗç, ташларӗç. Спектакльсенче тӗп рольсене – Кушаксемпе Шӑшисене – вылянӑ 2-мӗш класра вӗренекен София Харисован пултарулӑхӗ уйрӑмах уççӑн палӑрчӗ. Тилӗ рольне вылянӑ 3-мӗш «б» класра вӗренекен Таня Кожевникова та чăн-чăн артист пек вылярӗ хăйне шанса панă роле. Ытти актерсене те – Калерия Харисовăна (5-мӗш класс), Аня Чумаковăна (4-мӗш «б» класс), Коля Гаврилова (4-мӗш «а» класс), Степа Сизова (5-мӗш класс), Виктория Шароновăна (2-мӗш класс), Эльвина Хуснутдиновăна (3-мӗш «б» класс), Миша Гаврилова (2-мӗш класс) мухтамалла çеç, вӗсем çав рольсене вылямах çуралнă тейӗн. Куракансем артистсене хӗрӳллӗн алă çупса саламларӗç. Спектакль хыççӑн çамрăк артистсене пылак парнепе хăналарӗç.

Гимназин ăшă та хăтлă интернатӗнче пурăнакан ачасене кунта питӗ килӗшет. Марина Валентиновна Чугайнова, Розалия Магфуряновна Хандешина, Валентина Павловна Саматаева, Людмила Кимовна Ермолаева воспитательсем вӗсене аван пултăр тесе чун-чӗререн тăрăшаççӗ. Интернатра пурăнакансем валли тутлă апат гимнази поварӗсем хатӗрлеççӗ. Кирек мӗнле çанталӑкра та ачасем килти ӗçсене пурнӑçланӑ хыççӑн хăйсен кăмăлне кайнă пек канма пултараççӗ. Вӗсем уçӑлса çӳреççӗ, спортзалта вăл е ку вăййа выляççӗ. Тӑванӗсемпе çывӑх çыннисем патне шӑнкӑравлаççӗ, вӗсемпе калаçаççӗ, интернатри пурнӑç пирки каласа параççӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисемшӗн пăшăрханмаççӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кунта шанчăклă алăра пулнине пӗлеççӗ.

 

Розалия ХАНДЕШИНА,

Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернат воспитателӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев