Интернетри хăрушлăхсем пирки килте калаçмалла
Тарăн шухăшлав çуккипе çул çитмен ача нумай чухне эмоципе хăтланать. Ашшӗ-амăшӗ паракан укçа çитменнипе укçашăн йывăр мар ӗç тума е хăйне ку е вăл ушкăна йышăнччăр тесе мӗн хушнине тума хатӗр вăл. Çакăнпа усă кураççӗ те усал шухăшлисем.
Ача вӗсен аллине ан лектӗр тесен мӗн тумалла-ха?
1. Интернетра мӗнле хăрушлăхсем пурри çинчен килте час-часах калаçусем пуçармалла, хăратмасăр. Тӗллевӗ ачана информаци пӗлтересси кунта.
2. Хăвăрт укçа ӗçлесе илмелли сӗнӳ, лотерейăра выляса илни е юлташăра пулăшу кирлӗ пек хыпарсем ултав пулнине ăнлантармалла.
3. Васкатаççӗ, хăратма е тепӗр çынна хӗрхенме хушаççӗ-тӗк, мӗн хушнине тӳрех пурнăçличчен малтан кун çинчен аслисене пӗлтермеллине каламалла.
4. Килте «Сана палламан çынран сообщени килчӗ пулсан мӗн тăватăн?», «Телефонпа кам та пулсан даннăйсене ыйтсан мӗн тунă пулăттăн?» пек сценарисемпе выляса пăхмалла. Çапла майпа эсир ачана кун пек лару-тăрура мӗн тусан тӗрӗс пулнине хăнăхтаратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев