Ирина Краснова салтаксем валли ăшă нуски çыхать
Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Упи ялӗнче пурӑнакан Ирина Краснова ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли нуски çыхас ӗçе явăçнӑ.
Пӗчӗк пулăшу та çӗнтерӗве çывхартма пулăшасса, çар çыннисене хавхлантарса тӑрасса шанать вăл.
Раштав уйӑхӗнче ӑшă нускисен пӗр партине гуманитари пулăшăвӗпе пӗрле çӗршыв хӳтӗлевçисем патне çитернӗ. Тӑван енрен çитнӗ пулӑшу питӗ кирлӗ ентешӗмӗрсене.
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçи кунӗ умӗн черетлӗ пулӑшу ăсатасшăн çӗпрелсем. Çавăнпа та Ирина Краснова хальхинче те айккинче юлма пултарайман, кăмăлтанах хутшăннă çак пархатарлă ӗçе. Паян вăл хăй çыхнӑ ӑшӑ нускисене ял хутлӑхне кӗртсе пачӗ.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев