Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ирина Шевчука яланах асра тытăпăр...

Февраль уйăхӗн вӗçӗнче Раççейӗн тава тивӗçлӗ артисткипе, Вырăс писательсен союзӗн пайташӗпе Ирина Борисовна Шевчукпа сывпуллашрăмăр.

2025 çулхи июнь уйăхӗнче Мускавра «Хӗрлӗ тӳрем» кӗнеке фестивалӗнче  союзăн председателӗ Анатолий Аринин Ирина Шевчука  Борис Васильев ячӗллӗ «За честь, доблесть, нравственность» медальпе чысланăччӗ. Награда унăн пултарулăхне тата «А зори здесь тихие...» кинори ролӗн пӗлтерӗшне йышăнни пулчӗ тесен те юрать. 

Фильм  Совет Союзӗнче паллă картинăсенчен пӗри пулса тăчӗ. Уйрăмах Ирина Борисовна калăпланă Рита Осянина героиня куракансен асӗнче юлчӗ. Хӗрлӗ тӳремре Вырăс писательсен союзӗ ирттернӗ тӗлпулу вăхăтӗнче  актриса патне пӗр хӗрарăм пынă та ывăлӗн шăпи пирки ыйтса пӗлнӗ. Актриса ку роль кăна пулнине ăнлантарма тăрăшнă, анчах хӗрарăм итлемен. Вăл лăплантăр тесе ывăлӗ чӗрӗ юлнă тесе каланă.

Ирина Борисовна пултаруллă актриса кăна мар, лайăх йӗркелӳçӗ те пулнă. Вăл Анапăра иртекен «Киношок» фестивале ертсе пынă. Анчах ăна халăх  Рита Осянина пек астуса юлнă.

Ирина Шевчукпа сывпуллашас церемоние пултаруллă çынсем нумайăн хутшăнчӗç. Вӗсен хушшинче «А зори здесь тихие...» кинора Соня Гурвич рольне калăпланă Раççейӗн тава тивӗçлӗ артистки Ирина Валерьевна Долганова та пурччӗ. Вăл хурлăхлă хыпар килес умӗн пӗр кун маларах Женя  Штапенкăна: «Эпир пурте сывă  пулни мӗн тери аван», – тенине аса илчӗ. Тепӗр кунне Ирина Борисовна вилни çинчен хыпар çитнӗ, çакă пуриншӗн те пысăк çухату пулса тăнине палăртрӗ вăл. Çавăн пекех Ирина Борисовнăна халалласа Анатолий  Аринин çырнă сăвва вуласа пачӗ Ирина Долганова. Çавăн пекех паллă артистка асăнса çырнă сăвăсемпе Вырăс писательсен союзӗн пайташӗсем – Н.А.Питерская тата Т.В.Бинитта та паллаштарчӗç.

Рита Осянина сăнарӗ пирӗн асăмра яланлăхах юлӗ. Ирина Борисовнăна аса илсен куç умне шăпах çак сăнар тухса тăрать. Унăн Троекурово масарӗнчи вилтăпри çине чечексем хунă май эпир унăн таса куçӗсене тата хăюллă зенитчица Рита Осянина портретне куратпăр. Эпир ăна яланах асра тытăпăр, мӗншӗн тесен вăл пирӗншӗн çывăх та тăван çын пулса тăчӗ…

Светлана ЛУКИЯНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ирина шевчук Русский союз писателей