Ирина Шевчука медаль панă
Июнь уйăхӗнче Мускавра «Хӗрлӗ тӳрем» кӗнеке фестивалӗ иртрӗ. Мероприяти кӗнеке тата искусствăна юратакансене пухрӗ, вырăс писательсен союзӗ те унта хастар хутшăнчӗ. Вăл Борис Васильев фронтовик хайлавӗ тăрăх ӳкернӗ «А зори здесь тихие» кинора Рита Осянина рольне калăпланă Раççейӗн паллă тава тивӗçлӗ артисткипе Ирина Борисовна Шевчукпа тӗлпулу йӗркеленӗ.
Мероприятире Вырăс писательсен союзӗн председателӗ Анатолий Аринин Ирина Шевчука Борис Васильев ячӗллӗ «За честь, доблесть, нравственность» медальпе чысларӗ. Награда унăн пултарулăхне тата кинори ролӗн пӗлтерӗшне йышăнни пулчӗ тесен те юрать.
Ирина Борисовна Роберт Рождественский зенитчицăсем çинчен çырнă сăвва витӗмлӗ тата чуна пырса тивмелле вуларӗ. Зал ура çине тăрсах алă çупрӗ. Ирина Шевчук чăн-чăн артистăн хăйӗн ӗçне юратмаллине, ăна ним юлми парăнмаллине палăртрӗ. Вăл гонораршăн е чапшăн мар, хăйӗн ӗçӗпе çуннăран кашни рольне хăй витӗр кăларнине каласа хăварчӗ.
Мероприяти Ирина Борисовна А.Аринин ертсе пыракан «Данс-рок-капелла» музыка коллективӗпе пӗрле «А зори здесь тихие» юрă юрланипе вӗçленчӗ.
Официаллă пай хыççăн Ирина Шевчук пилӗк сехет куракансемпе калаçрӗ, автографсем валеçрӗ, сăн ӳкерӗнчӗ.
Светлана ЛУКИЯНОВА, Татьяна ФЕДОРОВА.
Авторсен сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев