Йӗркене пăсакан 951 мигранта тытнă
Çӗнӗ хыпарсем

Йӗркене пăсакан 951 мигранта тытнă

Тутарстанра тăватă кун хушшинче пине яхăн миграци сферинче йӗркене пăснине тупса палăртнă. Кун пирки ТР ШӖМӗ «Нелегальный мигрант» оперативлă профилактика мероприятийӗн II тапхăрне пӗтӗмлетсе пӗлтерет.

Апрелӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа 24-мӗшӗччен  ФСБ  Тутарстанри уйрăмӗн ӗçченӗсем полицейскийсем пӗрле  ют çӗршыв гражданӗсем йышлă пухăнакан вырăнсене –  строительство, суту-илӳ, транспорт, ял хуçалăх тата пурăнмалли сектор объекчӗсене – тӗрӗсленӗ. Çак вăхăтра  полицейскисем миграци законодательстви енӗпе 951 йӗркене пăснине  тупса палăртнă. Чылайăшӗн Раççейре пурăнма документсем пулман  – 531 тӗслӗх. Унсăр пуçне хăйсен ӗçне законсăр пурнăçлакан 143 мигранта тата ытти  йӗрке пăсакана тытса чарнă.

Ют çӗршыв çыннисене йӗркене пăсса ӗçе илекен 160 ӗç паракана та протокол çырса панă. Çавăн пекех 172 мигранта Раççей Федерацийӗнчен административлă майпа тăван çӗршывне яма йышăну тунă.

ТР ШӖМ пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 


мигрант Нелегальный мигрант ФСБ

Нет комментариев