Ҫирӗм иккӗмӗш кнопкӑра хамӑрӑн телеканал пулать
Федераллӑ законодательство тӑрӑх, кабельлӗ телевиденин 22-мӗш каналне муниципаллӑ вещани валли тӳлевсӗр памалла
«Эфир» телеканал кабельлӗ телевидени сеткинче "22-мӗш кнопка" усӑ курас ирӗке илмелли конкурсра ҫӗнтерчӗ. Халӗ хулари хыпарсем тата вырӑнти тӗрлӗрен программӑсем куракан патне тата ҫывӑхрах пулаҫҫӗ, – тесе пӗлтернӗ "Эфирӑн" ӗҫ тӑвакан директорӗ-- генералтнӑй продюсерӗ Алексей Усанов.
Вӑл аса илтернӗ тӑрӑх, "Эфир" муниципаллӑ телекомпанисем хушшинче кабельлӗ телевиденин 22-мӗш кнопкине йышӑнасси пирки йӗркеленӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Федераллӑ законодательство тӑрӑх, кабельлӗ телевиденин 22-мӗш каналне муниципаллӑ вещани валли тӳлевсӗр памалла.
"Халӗ эпир обязательнӑй телеканалсен шутне кӗретпӗр. Ку вӑл кабельлӗ операторсем пирӗн канала трансляциленӗшӗн пиртен те, куракансенчен те укҫа илмессине пӗлтерет",– ӑнлантарнӑ Усанов.
"22-мӗш кнопкӑра" кӑтартма ирӗк парса закон ҫӗнтерекене ҫирӗп требованисемпе яваплать. Контентӑн 20 процентӗнчен кая мар вырӑнти материал пулмалла. Тата 75 проценчӗ - фильмсемпе сериалсем - хамӑр ҫӗршыврри комранисем туса кӑларнисем пулмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев