Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иртнӗ канмалли кунсенче Тутарстанра 67 ӳсӗр водителе тытнă

Вӗсенчен пӗри — Агрыз хулинче пурăнакан 35-ри водитель. Август уйăхӗн 3-мӗшӗнче автоинспекторсем чарнă Лада машина водителӗн руль умне ларма прави те пулман.

Автоинспекторсем тӗрӗслев иртме сӗннипе водитель килӗшнӗ. Прибор организмра эрех-сӑра 2,5 хута яхӑн нумайрах пулнине палӑртнӑ. Маларах вăл руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн явап тытнӑ пулнă. Халӗ ӑна уголовлӑ яваплӑх кӗтет. 

Патшалăх автоинспекцийӗ аса илтерет: ӳсӗрле руль умне ларнăшăн 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттерсе 1,5 — 2 çула водитель прависӗр хăвараççӗ. Кун хыççăн та ӳсӗрле машина çӳретсен вара 200–300 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ, 3 çула  е ытларах водитель прависӗр хăвараççӗ,  2 çула ирӗкрен хăтарнисӗр пуçне 3 çула должность йышăнма ку е вăл ӗçпе ӗçлеме чарма пултараççӗ.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата  «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нарушение пдд пдд