Иртнине пĕлмесĕр пуласлăх çук
Кăçал Раççейре Çемье çулталăкӗ пулнине шута илсе Пухтелӗнчи Культура çуртӗнче «Асанне арчи» ятпа улах ирттертӗмӗр. Мерпориятин тӗллевӗ чăваш халăхӗн йăли-йӗркине упраса хăварса аталантарасси, хаклама вӗрентесси, çамрăк ăрăва паллаштарасси пулчӗ.
Чăнах та, асанне арчине уçсан мӗн куратпăр-ха? Авалхи хаклă та паха япаласем куç умне тухаççӗ. Нумай çӗннине пӗлме пулать арчана уçсан. Унта тухья-хушпу та, халăх тумӗ те, тӗрленӗ алшăллисем те, çăпата та пур. Ялти асанне-кукамайсем ачасене чăваш кӗпи-саппунӗ, тӗрленӗ алшăлли, минтер пичӗ, чӳрече карри, хушпу-тухья пирки каласа пачӗç.
Çавăн пекех арчара кӗвӗ инструменчӗсем те пур. Вӗсене каласа илемлӗ кӗвӗ кăларма пулать.
«Авалхи тупрана хаклама пӗлнине кăтартса эпир хамăрăн культурăн малашлăхӗ пуррипе çуккине кăтартатпăр. Асаннесемпе кукамайсем, мăн асаннесемпе мăн кукамайсем тăрăшнипе халăхăмăрăн культура еткерлӗхӗ пирӗн саманара та пурăнать, унпа çамрăк ăру та паллашма пултарать. Хамăрăн несӗлсене асра тытасси, йăла-йӗркене упрасси пире ӗлӗкрен парăнса пырать, ăруран ăрăва куçать. Иртни вăл — паянхин пуçламăшӗ. Эпир пӗрле упрар çак пурлăха!» — терӗ Пухтелӗнчи Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи Алексей Долгов.
Чăн та, халăхăн йăли-йӗркине пӗлмесен малалла та каяймастăн, пысăк çитӗнӳсем те тăваймастăн. Ачасен тăван культурăна, чӗлхипе йăли йӗркине пӗлмелле кăна мар, питӗ лайăх пӗлмелле.
Мария ВОЛКОВА,
Пухтелӗнчи Культура çурчӗн директорӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев