Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иртнине упрани пуласлăхăн никĕсне хывни

Августăн 29-мӗшӗнче «Хусан Кремлӗ» музей-заповедникри Йышăну вырăнӗсен курав залӗсенче «Хусан Атăлçи: халăх культурин сăнарӗсем» курава чаплăн уçрӗç.

Çакăнпа пӗрлех Атăлçи халăхӗсен – вырăс, тутар, чăваш, пушкăрт, мари, мордва, удмурт – XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринчи – XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш çурринчи тумӗсене реконструкцилессипе пуçарнă  историпе этнографи проектне пӗтӗмлетрӗç.

Çак пысăк, çăмăл мар, анчах пархатарлă проекта Тутарстан Халăхсен ассамблейипе Тутарстан халăхсен Туслăх Çурчӗ пуçарнă, ТР Раисӗ Рустам Минниханов ырласа йышăннă, ăна пурнăçлама тӗрев панă. Рустам Нургалиевич куравпа паллашнă, йӗркелӳçӗсене тав тунă: «Интереслӗ экспозици, çӳллӗ шайра туса ирттернӗ ӗç! Тата тепӗр утăм тумалла  – çак енӗпе производство хута ямалла. Наци тумне туянас текенсем илме пултарччăр хăйсене килӗшнисене. Ку ӗçе халăх ăстисемпе илсе пымалла», – пӗлтернӗ хăйӗн шухăшне татăклăн. Рустам Нургалиевича йӗркелӳçӗсем тумсен чылай аксессуарне, эрешӗсене алă вӗççӗн çӗлени çинчен каласа панă.

Курава уçнă çӗре ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Тутарстан Халăхӗсен ассамблейин Канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин хутшăннă. 

«Кашни халăх хăйӗн наци йăлисемпе мăнаçланать. Тăван чӗлхене, культурăна тата халăхсен йăлисене упраса эпир хамăрăн обществăна çирӗплететпӗр. Паянхи курав та, çак проектпа туса ирттернӗ ӗç те (çав шутра наукăпа тӗпчев пайӗ те) питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ. Иртнине пӗрле упраса хăварса пуласлăхăн никӗсне хыватпăр», – тенӗ пухăннисене саламласа Фарид Хайруллович.

ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин хăйӗн сăмахӗнче курав искусствоведсен, этнологсен пысăк тӗпчев ӗçӗ пулнине палăртнă. Тӗпчевçӗсем республикăн 45 муниципаллă районне çитнӗ, Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен историре юлнă тумӗсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнă. Хусан Кремлӗнче уçăлнă курава çак кăткăс ӗçӗн пӗтӗмлетӗвӗ пек ăнланма пулать. «Нумай пулмасть Саранскра пулма тӳр килчӗ. Çак проект çинчен каласа патăм, итлекенсем проект уникаллă пулнине палăртрӗç», – каласа пачӗ Дамир Данилович. Проекта пурнăçланă çынсене вăл тав турӗ, Республика кунӗ тӗлне тӗпчевçӗсемпе ăстасенчен пысăк парне пулнине палăртрӗ.

Тӗпчевçӗсемпе халăх ăстисем куракан куçӗ умне вӗр-çӗнӗ, анчах пирӗн мăн асаттесем, асаннесем тăхăнса çӳренисенчен кăшт та уйрăлса тăман 29 тум кăларса тăратнă. Хулара тăхăнса çӳремеллисем те, ялта хресченсем тăхăннисем те пур. Курава кашни халăх тумне çав наци çынниех тăхăнса кăтартни те пӗлтерӗшлӗ. Тума тăхăнни çеç мар-çке, хăвна çав тумпа ирӗклӗн, килӗшӳллӗн тытни ӗнентерӳллӗ пулмалла. Чăваш тумӗсене вӗрентекенсем кăтартни те ытарлăн мӗне-тӗр систерет пулӗ. Акă, хушпу тăхăннă чăваш хӗрарăмӗ ярăнса утать, ку Çӗпрел районӗнчи П.В.Дементьев ячӗллӗ Упи шкулӗн вӗрентекенӗ Людмила Сердцева пулчӗ. Хыççăнах Хусанти Туслăх Çуртӗнчи вырсарни шкулӗн вӗрентекенӗ Сильвия Чаркина йăл кулса тухрӗ, хусканăвӗсем сăпай, васкамасăр утăм хыççăн утăм тăвать. Çакăнтах Çӗпрел районӗнчи  П.В.Дементьев ячӗллӗ Упи шкулӗн вӗрентекенӗ Наталия Куракина хӗрӗпе Анастасийăпа илемлӗ чăваш кӗписемпе. 

«Хусан Атăлçи: халăх культурин сăнарӗсем» курав 2023 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗччен ӗçлет, тӳлевсӗрех кӗрсе курма пулать. Адресӗ: «Хусан Кремлӗ» музей-заповедник, Йышăну вырăнӗсем, I подъезд, II хут. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗксем ТР Культура министерствин, ТР халăхсен Туслăх Çурчӗн сайчӗсенчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год национальных культур и традиций в Татарстане