Историре пӗрремӗш хут
Укҫа килӗ10 тенкӗлӗх «Чăваш Республики» укҫа кӑларӗ
Раҫҫей Банкӗн укҫа эмиссийӗшӗн яваплӑ Укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшӗн департаменчӗ, 2026 ҫулта Чӑваш Республикине халалланӑ хаклах мар металран 10 тенкӗлӗх асăнмалӑх укҫа кӑларасси пирки пӗлтернӗ.
Укҫа "Раҫҫей Федерацийӗ" серине кӗрӗ, ӑна 2005 ҫултанпа кӑлараҫҫӗ. Вӑл коллекционерсен хушшинче чи палли шутланать. Хальлӗхе 54 тӗрлӗ укҫа ку серире — федераци пӗлтерӗшлӗ пӗр хулана тата Раççей Федерацийӗн 53 субъектне халалласа кӑларнӑ. Чи малтанах укҫан кашни тӗсӗн тиражӗ 10 миллион экземплярпа танлашнӑ, анчах 2021 ҫултанпа 1 миллион экземпляр таран чакнă. Укҫасен пӗтӗм серине кӑларма Раҫҫей Банкне 50 ул кирлӗ пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
"Раҫҫей Федерацийӗ" серире сайра тӗл пулакан укҫасем Ямал-Ненец автономи округне, Чечен Республикине тата Пермь крайне халалланӑ 10 тенкӗлӗхсем шутланаҫҫӗ, вӗсен тиражӗ сахал, паянхи куна рынок хакӗпе втамран 35 000, 14 000 тата 10 000 тенкӗпе танлашаҫҫӗ. "Чăваш Республики" 10 тенкӗлӗх укҫан хакне малтанлӑха нумизматсем ҫаврӑнӑшра пулманшӑн “михӗ укҫи” пек - 50-60 тенкӗрен ытла памаҫҫӗ.
Чӑваш Ене халалланӑ 10 тенкӗлӗх укҫана Мускаври Укҫа картишӗ кӑларӗ. Хурçă хатӗрсенчен тунӑ 10 тенкӗн ункине (йӗс) тата дискне (никель) гальваникӑпа витнӗ. Республикӑна халалланӑ укҫан аверсне пӗр стильпе ӑсталанӑ, реверсӗ ҫинче Чӑваш Ен гербӗн рельефлă ӳкерчӗкӗ, ҫӳлти пайӗнче "Раççей Федерацийӗ", аялти пайӗнче "Чӑваш Республики "тесе ҫырӗҫ. Икӗ хут "Вунӑ тенкӗ" тесе ҫырнине ҫӑлтӑрчӑксемпе уйăрнă.
Укҫапа ҫӗршывӑн пӗтӗм территорийӗнче суту-илӳре усӑ курма пулать.
Сăнӳкерчӗке ИИ тунă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев