Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Итиль» этнофестиваль Атăлçи халăхӗсене пӗрлештерет

Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен çӗнӗ этника культурин ултăмӗш хут фестивалӗ августăн 9-мӗшӗнче Хусанти Горький ячӗллӗ Культурăпа кану паркӗнче пулать. Мероприяти регионсен музыкине, хальхи искусствине, йăли-йӗркине тата культура пуçарăвӗсене «Мы – продолжение корней» темăпа пӗрлештерӗ. Кун пирки хулан официаллă порталӗ пӗлтерет.

Хăнасем валли гастрономи зони, ал ăстисен ярмаркки, çемье площадкинче  мастер-класӗсем, интерактивлă вăйăсем тата музыка программи хатӗрлӗç. Хедлайнер ячӗ паянхи куна паллă мар, ăна йӗркелӳçӗсем каярах пӗлтерме шантараççӗ.

Фестивалӗн тӗп объекчӗ хусан ӳнерçин Женя Набиевăн «Соединенные водой»  арт-инсталляцийӗ пулӗ. Ăна «Курше. Мирас» грант проекчӗ шайӗнче пурнăçа кӗртеççӗ. Хусанта пурăнакансемпе  хула хăнисем  арт-объекта тунă çӗре хутшăнма май  пур: фестиваль умӗн тӳлевсӗр виçӗ мастер-класс ирттереççӗ. Пӗрремӗшӗ июлӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ пулсан, иккӗмӗшпе виççӗмӗшӗ июлӗн  24 тата 27-мӗшӗсенче 18.00 сехетре пулать. Мероприятие хутшăнакансем кӗленче мозаикăран миниатюрлă элементсем тăвӗç. Вӗсем инсталляцин пӗтӗмӗшле композицийӗн пӗр пайӗ пулса тăрӗç. Хутшăнас тесен регистраци иртмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: этнофестиваль итиль народы Поволжья