Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юбилейсем умра нумай пулччăр!

Анат Кама хулинчи 34-мӗш гимнази-интернат 25 çул тăван чӗлхене упраса аталантарать. Хулари, Кама леш енчи районсенчи пултаруллă çӗршер чăваш ачине тарăн пӗлӳ панă вăл, Галина Анатольевна Ляхова ертсе пыракан коллектив ку ӗçе паян та тивӗçлӗн малалла тăсать.

Чӗрӗк ӗмӗр тултарнă гимнази-интернатăн, паллă ӗнтӗ, хăйӗн историйӗ, çирӗпленнӗ йăли-йӗрки. Хулара вырнаçнă пулин те вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем республикăра (çав шутра «Сувар» хаçатра та) тăван чӗлхепе иртекен пӗр олимпиадăпа конкурс-фестивале хутшăнмасăр юлмаççӗ, яланах малта вӗсем. 25 çулхи юбилей мероприятийӗнче те акă кӗçӗн классенчен пуçласа аслисем таранах чăвашла тумланса юрă-ташăпа савăнтарчӗç. Ку енӗпе педколлектив та маттур.

25 çулхи юбилей мероприятийӗнче чăваш гимназийӗн ветеранӗсене – Нина Германовна Ярмушкинăна, Надежда Николаевна Караваевăна, Валентина Алексеевна Илюхинăна, Иван Николаевич Крайнова, Светлана Валерьевна Ибушевăна, Ильсуяр Наиловна Ризатдиновăна – курма çав тери кăмăллă пулчӗ. Çулӗсем сахал мар пулсан та савăнăçа пӗрле пайлама килнӗччӗ вӗсем.

Иван Николаевич Крайнов, тӗслӗхрен, 90 çултан иртнӗ пулсан та, чăваш гимназийӗ мӗнле йӗркеленнине паянхи пекех астăвать. Анат Камăн харсăр чăвашӗсем Тутарстанри чăвашсене вăратса республикăра чăн малтан чăваш центрне йӗркеленӗ (1989 çулта), хула ертӳçисем тӗрев панипе çулталăкран Б.Никитин ячӗллӗ «Шăнкăрав» чăваш халăх ансамблӗ сас панă. Педагогика ветеранӗ, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Наталья Александровна Зотеева (йывăр тăпри çăмăл пултăр) тăрăшнипе 1991 çулта «Тамаша» халăх театрӗ туса хунă. Сăмах май, «Шăнкăрав» ансамбльпе «Тамаша» театр гимнази-интернатпа паянхи кун та тачă çыхăнура, юбилейпе саламламашкăн ятарласах килнӗччӗ.

Чăваш хастарӗсем ун чухнех юрă-ташăпа кăна тăван чӗлхене упраса хăварма çуккине ăнланнă. Хулари 20-мӗш шкул никӗсӗнче, каярах 32-мӗш гимназире, чăваш вырсарни шкулне йӗркелесе ярсан хулари ытти ача сачӗсемпе шкулсенче те чăваш ушкăнӗсем ӗçлеме пуçланă, çапла 500-е яхăн ача тăван чӗлхене ăша хывма тытăннă ун чух. Малашлăха курса мӗнле тӗрӗс утăм тунă Анат Кама чăвашӗсем! Уйрăмах палăртма кăмăллă, Анат Камăри çак ырă йăла паян 42-мӗш тата 75-мӗш ача сачӗсенче малалла тăсăлать. 75-мӗш номерлӗ ача садне çӳрекенсем хăйсене ертсе пыракан Лариса Ивановна Петрунинăпа тата Айгюль Виловна Шарифуллина музыка ертӳçипе пӗрле юбилее килнӗччӗ. Михаил Баландов «Елка килчӗ садике» сăвă каласа, шăпăрлансен «Çăлтăрсем» ансамблӗ «Пирӗн анне» юрра чăвашла юрласа савăнтарчӗç.

Гимнази-интернат хулари «Тамчылар» ача-пăча искусство шкулӗпе те тачă çыхăнса ӗçлет иккен, ачисене тӗрлӗ енлӗн аталанма пулăшать ку. 

Анат Кама чăвашӗсен хулара уйрăм чăваш гимназине уçас пысăк ӗмӗчӗ 1999 çулта пурнăçланнă. Вăл Анат Камăри кăна мар, кӳршӗллӗ районсенчи те пултаруллă чăваш ачисен центрне çаврăнасса, тен, хăйсем те шутламан. Тутарстанри мӗнпур чăваш çамрăкӗ ăна пӗлет халь, мӗншӗн тесен кунта темиçе хутчен республикăри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» форумӗ иртрӗ. Гимнази темиçе çул каяллах И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗпе, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗпе килӗшӳ тăвать. Çапла кадрсем хатӗрлес ыйтупа та ӗçлеме тытăнать, тӗрӗсрех каласан, кунтан вӗренсе тухакан пултаруллă ачасене аслă пӗлӳ илме çул уçать. Педагогсем, тухтăрсем... кам кăна çук вӗсен хушшинче халь?! Анат Камăри Дмитрий Вячеславович Петров шăл тухтăрӗ те 34-мӗш гимнази вӗренекенӗ. 20 çул каялла пӗтернӗ вăл ăна. И.Н.Ульянов ячӗллӗ университетăн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухсан тăван хуланах таврăннă. «Ăçта çуралнă – çавăнта кирлӗ пулнă теççӗ-и-ха, эпӗ те акă каялла кунтах таврăнтăм, çемье çавăртăм. Ывăл валли шкул шыраса та тăмарăмăр, тӳрех гимназие илсе килтӗмӗр. Виççӗмӗш класра эпир халь», – терӗ вăл ывăлӗпе пӗрле гимнази-интерната юбилейпе саламланă май.

Педагогсен коллективӗ вăйлă пулнăран, гимнази-интернатăн çитӗнӗвӗсем пысăкран кунта вӗренме килес текенсем чăвашсем кăна мар, ытти наци ачисем те нумай, анчах гимнази çурчӗ пӗчӗккипе кашнинех йышăнаймасть. Педколлективăн ӗçне ТР Вӗрентӳпе наука министерствин наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн ертӳçи Эндже Хабировна Гизатуллина хальхинче те пысăк хак пачӗ. Директорăн вӗрентӳ енӗпе çумне Надежда Валентиновна Амирхановăна – «ТР вӗрентӳпе наука сферин отличникӗ», химипе биологи учителӗпе кӗçӗн классен вӗрентекенне Вера Александровна Разиновăпа Ирина Александровна Амутбаевăна «Вӗрентӳри тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» хисеп паллисемпе, директорăн хуçалăх ӗçӗсем енӗпе çумне Юлия Михайловна Кругловăна ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Хисеп хучӗпе чысларӗ. 

Гимнази-интернат директорӗн Галина Анатольевна Ляхован, коллективăн çамрăк ăрăва вӗрентӳпе воспитани парас, тăван чӗлхене сыхласа аталантарас, халăхсен туслăхне çирӗплетес ӗçне ытти хăнасем: Анат Кама районӗн Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Ильдар Ильгамович Рамазанов, Анат Кама районӗнчи Вӗрентӳ управленийӗн ертӳçин çумӗ Айзиряк Рамзиновна Рамазанова, Анат Кама районӗнчи «Вӗрентӳ центрӗн» директорӗ Резеда Искандеровна Джалолова, ТР Халăхсен ассамблейин Канашӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин пулăшуçи Гаяз Ахметшин, ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Анатольевич Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова, Анат Камăри Туслăх Çурчӗн директорӗ Васил Фаизович Хафизов тата ыттисем палăртса Хисеп хучӗсемпе асăнмалăх парнесем пачӗç. Малашне те гимнази-интернатăн класӗсем ачасемпе тулма, юбилейӗсем малашне тата йышлă пулма сунчӗç.

 Гимнази-интернатăн директорӗ Галина Анатольевна Ляхова та сăмах илчӗ, хăйсене 25 çулхи юбилейпе саламлама килнӗ кашни хăнана, уйрăмах, ветерансене хăй тата коллектив ятӗнчен тав турӗ. Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатăн пӗлтерӗшӗ çав тери пысăк, вӗрентӳ учрежденийӗ кăна мар вăл, чăн малтан тăван халăхăн малашлăхӗпе пуласлăхӗ.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев