Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юбиляра – музыка саламӗсем

К. Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрӗн 90-мӗш сезонӗ чăннипех юбилей çулӗ

К. Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрӗн 90-мӗш сезонӗ чăннипех юбилей çулӗ пулчӗ

 Театр оркестрӗ спектакльтен спектакле актерсепе пӗрле куракана пӗр савăнтарать, пӗр шухăша ярать, тепре чух хурлантарни те пулать. 

1988 çулта «Аршин мал-алан» музыкаăллă спектакль лартнă чух йӗркеленнӗ театрта оркестр. Самана улшăнăвӗсем темӗнле хивре пулсан та пурнăç театра музыкантсен коллективӗ кирлине кăтартса панă. Çулран çул вăл ӳссе, вăй илсе пынă. Сăмах май, оркестрăн илемлӗх ертӳçи, дирижерӗ Ильяс Камал та кăçал хăйне май юбилей паллă тăвать — шăп 5 çул каялла К. Тинчурин театрӗн оркестрӗпе ӗçлеме пуçланă вăл.

Çынпа танлаштарсан 35 çул вăйпитти вăхăт, пултаруллă музыкантсенчен тăракан оркестршăн ачалăхпа танлашӗ: инструментсемпе калама ăсталăха туптасси, интереслӗрех музыка хайлавӗсене хавхаланса каласси, аталану-аталану умра.

Ыран, февралӗн 28-мӗшӗнче театрта оркстр хăйӗн юбилейне ирттерет. Çак кан К. Тинчурин театрӗн артисчӗсем çеç мар, эстрада çăлтăрӗсем те сцена çине тухӗç. Музыкантсем вара хăнăхнă амплуана пӗр каçлăха улăштарса куракана çӗнӗ сăнарсемпе тӗлӗнтерӗç. Савăнăçлă кӗвӗсем, шӳтсем чарăнми янрӗç. Тутар халăх кӗввисене классиксен произведенийӗсем, хальхи вăхăтри юрăсем, спектакльсенчи çемӗсем улăштарӗç.

Музыкантсене саламлама çак каç ТР халăх артисчӗ Рустем Асаев, ТР тава тивӗçлӗ артисчӗсем Артур тата Эльза Исламовсем, Ильнар Файзетдинов, Ильшат Валеев, Гульнара Байназарова, Рустем Насибуллин, Айтуган Валиахметов сцена çине тухӗç.

Çак каç куракансем Ильяс Камал оркестрăн илемлӗх ертӳçипе ăста дирижерӗ çеç мар, пултаруллă композитор пулнине те пӗлӗç. Çаплах оркестр Рустем Абязов, Эльмир Низамов, Артем Пискунов тата Артур Исламов произведенийӗсене калӗ.

Сăнӳкерчӗксем театр пресс-службинчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр