Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ЮМАХСĂР АЧАЛĂХ»

Айгиз Баймухаметовăн тепӗр кӗнеки чăвашла пичетленсе тухрӗ

Айгиз Баймухаметовăн тепӗр кӗнеки чăвашла пичетленсе тухрӗ

Пушкăрт çыравçин Айгиз Баймухаметовăн ятне «Сувар»  вулаканӗсем чи малтанах хаçатăмăрта пичетленнӗ хайлавӗсем урлă пӗлекен пулчӗç. Айгиз Гиззатович 1988 çулхи юпа уйăхӗн 27-мӗшӗнче Пушкăртстанри Белорецк районӗнчи Абзаково ялӗнче йышлă çемьере çуралнă. Ашшӗ-амăшӗнчен питӗ ир тăлăха юлнă, ача çуртӗнче ӳснӗ. Пушкăрт патшалăх университетӗнчен вӗренсе тухсан «Башкортостан» хаçат редакцийӗнче культура пайӗн корреспондентӗнче ӗçленӗ. Халӗ «Шонкар» журналăн тӗп редакторӗнче вăй хунипе пӗрлех Пушкăртстан Писательсен союзне ертсе пырать.

А.Баймухаметов – Раççей Федерацийӗн Писательсен, Журналистсен союзӗсен пайташӗ, Пушкăртстан Республикин Шайхзада Бабич ячӗллӗ çамрăксен патшалăх премийӗн лауреачӗ. Унăн «Ан пăрах, анне!» повеçне çирӗм ытла чӗлхене куçарнă, тӗрӗк чӗлхиллӗ темиçе çӗршывра шкулсен, университетсен вӗренӳ программине кӗртнӗ. Ăна Чăваш кӗнеке издательстви 2019 çулта чăвашла (куçаруçи – Дмитрий Моисеев прозаик) пичетлесе кăларчӗ. Çак кунсенче вара çамрăк çыравçăн тепӗр кăларăмӗ – «Юмахсăр ачалăх» – кун çути курчӗ. Кӗнекене икӗ хайлав кӗнӗ. Чăвашла вӗсене хальхинче те Дмитрий Моисеев куçарнă. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Ирина Андреева. Тиражӗ – 1000 экземпляр.

«Урам ачисем» повеçри Данилăн килӗ те, амăшӗ те пур – савăнса çеç пурăнмалла пек. Анчах ачан ашшӗ вăхăтсăр çӗре кӗни çемье телейне аркатать. Вӗçӗмсӗр ӗçкӗ, харкашу-янрашу… Çакна чăтайманнипе тӗп сăнар килтен тухса каять. Урамра вăл юлташсем тупать. Вун пилӗк çулти Чиканпа вун иккӗри Мăйăр нумай хутлă кивӗ çуртăн путвалӗнче пурăнаççӗ-мӗн. Ырă пурнăçран килсе лекмен кунта ачасем. Кашнин – хăйӗн чун ыратăвӗ, хуйхи. Мăйăр çулталăк каялла ача çуртне çакланнă иккен: ахаль те ашшӗсӗр çитӗннӗскерӗн амăшне тӗрмене хупнă. Аслисен пусмăрне тӳсейменнипе арçын ача патшалăх çуртӗнчен тухса тарнă.

Чиканăн чăн ячӗ – Тимур. Вăл нумай ачаллă çемьерен, пилӗк ачаран чи асли. Ашшӗне пачах астумасть, амăшӗ эрех ӗçме кăмăллать. Тимур шкулта кӗçӗнреххисенчен укçа тăпăлтарма хăнăхса кайнă иккен. Сас-хура хур курнисен ашшӗ-амăшӗн хăлхине кӗрсен шăв-шав çӗкленнӗ. Арçын ача колоние лекесрен хăранипе ют хулана тухса тарма шут тытнă... Аслисене шанма пăрахнă ӗнтӗ ку ачасем. Хырăм выççи вӗсене вăрă ӗçӗпе аппаланма хӗтӗртнӗ.

Мӗн тери хăрушă – ку çамрăксем пурăнма та пуçламан-ха, анчах пурнăçран йăлăхнă, вилӗм пирки калаçаççӗ, мӗншӗн тесен килсӗр-çуртсăрскерсемшӗн вăл пушшех те çири кӗперен çывăхрах. «Этем вилсен çывăх çыннисем макăраççӗ, ăна хӗрхенсе пăшăрханаççӗ. Эпир вилсен кам йӗрӗ? Пире ыттисем пек чыслăн та пытармӗç. Масар çине илсе кайса шăтăка пăрахӗç те – ӗçӗ те пӗтнӗ. Ятăмăра, хăçан çуралнине çырсан юрӗччӗ-ха. Çук, номер парӗç те – пулчӗ. Çын çак тӗнчене килмен те, пурăнман та тейӗн. Вилсен ырăпа аса илмелле пурăнас килет. Шел, пире ун пек телей пӳрмен. Вăт çакă кӳрентерет...» – тет Чикан мăн çынла.

Данил чылай терт-нушапа тӗл пулать, йывăр çухатусем тӳссе ирттерет. Чи пӗлтерӗшли – çын пулма пăрахмасть.

«Юмахсăр ачалăх» ярăмри калавсем тӗрлӗ сăлтава пула ашшӗ-амăшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнă, ача çуртӗнче ӳсекен хӗрачасемпе арçын ачасен шăпипе паллаштараççӗ. Пурнăç нуши-тертне пӗчӗклех астивме тивет вӗсен. Вăйлисемпе аслисем час-часах айваннисемпе кӗçӗннисене кӳрентереççӗ. Хырăм выççи, сăлтавсăрах вăрă тесе айăплани, воспитательсен тимсӗрлӗхӗпе явапсăрлăхӗ, ӗмӗте пурнăçлама май çукки… – темӗн тӗрлӗ тӗрӗсмарлăхпа пăтăрмах тухса тăрать тăлăхсен умне. Этем чысне упраса хăварас тесен çирӗп кăмăллă та тӳсӗмлӗ пулмалла.

«Айгиз Гиззатовича çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче, чикӗ леш енче иртекен форумсемпе фестивальсене тăтăшах йыхравлаççӗ. Унта вăл каланă кашни сăмаха çырса пыма, ăса хума пулать. Мӗншӗн тесен кирек ăçта та çыравçă тарăн шухăшӗпе тӗлӗнтерет, чун тасалăхӗн ыйтăвӗсем çинче чарăнса тăрать. Хайлавӗсенче те çаплах – пирӗн хушăри çынсене сăнаса калăпланă геройӗсем вулакана пурнăçра тӗл пулакан тӗрӗсмарлăхсемшӗн пăшăрхантарса кулянтараççӗ, ырри усала çӗнтернишӗн савăнса хăпартланма май параççӗ. Анчах пархатарли-сăвапли те хаярлăха, чыссăрлăха пур чухне те çӗнтереймест, çавăн пек самантсенче вулаканăн чунӗнче тарăху-кӳренӳ туйăмӗ те капланма пултарать. Çапла, Айгиз Баймухаметовăн прозине куççульленмесӗр вулаймăн. Ку чухнехи саманан çитменлӗхӗсене сăнлакан чăн литературăн çавăн пек пулмалла та ӗнтӗ», – тет Дмитрий Моисеев куçаруçă.

Çӗнӗ кӗнеке вулакансен кăмăлне каясса шансах тăратпăр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

А.Баймухаметов архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: книжные новинки