Юн пусăмне тӗрӗс виçер
Юн пусăмне кашни кун пӗр вăхăтра , пӗр алă çинче пӗр хутчен виçмелле
Юн пусăмне кашни кун пӗр вăхăтра , пӗр алă çинче пӗр хутчен виçмелле
Юн пусăмне виçнӗ чух час-часах йăнăшатпăр иккен. Çакна пула тӗрӗс кăтартусене пӗлейместпӗр, апла хамăра кирлӗ пек пулăшу парасси те иккӗленӳллӗ. Çакăн çинчен журналистсене терапевтсем каласа параççӗ.
Чӗрепе юн тымар чирӗсемпе аптракансен юн пусăмне кунне темиçе хут виçмелле, çапла майпа мӗн чухлӗ эмел ӗçмеллине те, чир мӗнле аталаннине те сăнаса палăртмалла.
«Юн пусăмне кашни кун пӗр вăхăтра виçмелле, пӗр алă çинче пӗр хутчен. Çак вăхăтра питӗ лăпкă пулмалла» , — тесе ăнлантараççӗ врачсем. Çине-çинех пӗр алă çинче икӗ е тата виçӗ хут виçни пысăк йăнăш пулни çинчен ăнланатараççӗ тухтăрсем.
Хăш-пӗр çынсем пӗр алă çинче харăсах виçӗ хутчен виçсе вăтам арифметика цифрине шутласа тупни чи тӗрӗсси теççӗ. Пачах урăхла. Юн пусăмне виçнӗ чух алăри артерисем кӗскелеççӗ, çакна пула кашни виçмессерен юн пусăмне пысăкрах та пысăкрах кăтартать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» иа, авторӗ С.Камалетдинов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев