Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЮНАШАР ПУРĂНАКАН ХАЛĂХСЕНЕ ХИСЕПЛЕМЕ ВӖРЕНТЕТ

«Созвездие-Йолдызлык» фестивале 1 миллион та 300 пултаруллă ача, çамрăк хутшăннă

 

Пултаруллă Çăлтăр пуххи («Созвездие-Йолдызлык»)  кăçал 23-мӗш хут иртет. Яланхи пекех хастар хутшăнчӗ республика çак фестивале. Апрелӗн 8 – 13-мӗшӗсенче Хусанта «УНИКС» Культурăпа спорт комплексӗнче тата А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗнче суперфинал иртет. Юрлакансем кăçал ытти çулсенчипе танлаштарсан тата йышлăрах. Çавăнпах йӗркелӳçӗсем суперфинала иртнӗ вокалистсене пултарулăх номерне 2 минут та 30 çеккунтран иртмелле мар тесе асăрхаттараççӗ.

XXIII фестивалӗн жюри председателӗ Зиля Даяновна Сунгатуллина, РФ тата ТР халăх артистки, Г.Тукай ячӗллӗ преми лауреачӗ. Хусанти Н.Жиганов ячӗллӗ патшалăх консерваторийӗн вокал искусствин кафедрин заведующийӗ, профессор, ТР Обществăлла палатăн пайташӗ. Суперфинал умӗн ирттернӗ пресс-конференцире Зиля Даяновна республикăра иртнӗ çурма финалсемпе кăмăллă юлни курăнчӗ. Паллă артисткăна çамрăк юрăçсем чăннипех тӗлӗнтернӗ – пилӗк çулхи ачасем те академи мелӗпе юрлаççӗ. Ташăçсем те жюри председателӗн кăмăлне çӗкленӗ. Ку таранччен фестивальте Тутарстанра авалтан пурăнакан халăхсен – тутар, чăваш, вырăс, пушкăрт... – ташшисене киленсе пăхаттăмăр-тăк, кăçал калмăк ташшине те хаклама тӳр килни çинчен каласа пачӗ вăл. 

ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков «Созвездие-Йолдызлык» фестиваль проектне шутласа кăларса пурнăçа кӗртсе çулран çул вăйлăрах хатӗрлесе йӗркеленӗшӗн Дмитрий Туманова мухтарӗ. Республикăра пурăнакан халăхсен культурине  аталанма пулăшакан тӗрлӗ çулсенчи çамрăксен эстрада фестивалӗ пек проект Раççей Федерацийӗнчи пӗр регионта та çук тесе çирӗплетрӗ вăл. Çакă пулас граждансене юнашар пурăнакан халăхсене хисеплесе, туслă пулма вӗрентни çинчен каларӗ министр.

Дмитрий Александрович «Созвездие-Йолдызлык» фестиваль пӗрремӗш кăларăмранах тӳлевсӗр пулнине каларӗ (тӗрлӗ фестиваль-конкурссене хутшăнакансем çакăншăн укçа хываççӗ). Ку йăлана кăçал та çирӗп пăхăннă. Çаплах куракансем те концерт залне тӳлевсӗр кӗреççӗ.

XXIII фестивалӗн гала-концерчӗ апрелӗн 18-19-мӗшсенче «Пирамида» Культурăпа кану комплексӗнче иртет.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура