Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЮНЕСКО объекчӗ умӗнче митинг иртрӗ

Хусан федераллă университечӗн обсеравторийӗн çурчӗ çине асăнмалăх хăма çакрӗç


Хусан федераллă университечӗн обсеравторийӗн çурчӗ çине асăнмалăх хăма çакрӗç

«Россия — Исламский мир: KazanForum» XV Халăхсен хушшинчи экономика форумӗн витӗмӗпе Хусан федераллă университечӗн Астрономи обсерваторийӗн пӗр пайне йышăнакан Хула астрономи обсерватори çурчӗ умӗнче майăн 16-мӗшӗнче савăнăçлă митинг иртрӗ. «ХФУ Астрономи обсерваторине» ЮНЕСКО списокне кӗртни çинчен калакан хăма çакрӗç. Ешӗлвар районӗнчи Ааракчино поселокӗнчи В.П.Энгельгардт ячӗллӗ Астрономи обсерватори çурчӗ çине те ЮНЕСКО палăкӗ пулни çинчен хăма çакнă. 

Чаплă лару-тăрра пулса иртрӗ ку. Салам сăмахӗсемпе ТР патшалăх Канашçи Минтемир Шарипович Шаймиев, РФ ют çӗршыв ӗçӗсен министрӗн çумӗ Александр Анатольевич Панкин, Хусан (Атăлçи) федераллă университечӗн ректорӗ Ленар Ринатович Сафин тухса калаçрӗç. 

Мероприятире Тутарстан Республикин Правительствин çыннисем, ТР культура министрӗ Ирада Хафизяновна Аюпова, «Россия — Исламский мир: KazanForum» XV Халăхсен хушшинчи экономика форумне хутшăнакансем, тӗн çыннисем, хăнасем пулчӗç.

Пӗлтӗр, 2023 çулхи сентябрӗн 10 — 25-мӗшӗсенче Сауд Аравийӗнчи Эр-Рияд хулинче Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗх комитечӗн 45-мӗш сессийӗ иртнӗ. Комисси йышăнăвӗпе ЮНЕСКО Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн объекчӗсен списокне «Хусан федераллă университет обсерваторине» (Ешӗлвар районӗнчи Октябрьский поселокӗнчи В.П.Энгельгардт ячӗллӗ обсерватори комплексӗ тата Хусан федераллă университечӗн тӗп çурчӗ çумӗнчи обсерватори) кӗртнӗ.
Паяна Раççейри ЮНЕСКО списокне кӗрекен Раççей объекчӗсенчен тăваттăшӗ Тутарстанран: Хусан Кремлӗ, Пăлхар историпе археологи комплексӗ, Свияжск хула-утравӗнчи Успени соборӗпе мăнастирӗ. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор ăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество