Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЮНЕСКОн Тутарстанра тата тепӗр еткер

Тӗнчере 500 ытла оптика обсерваторийӗ, анчах вӗсенчен нумайăшӗ археологи объекчӗ пек çеç шутланса тăрать.

Хусанти астрономи обсерваторине ЮНЕСКО Пӗтӗм тӗнчери культура еткерӗ тесе йышăннă. Çакна пула ЮНЕСКО объекчӗсен списокӗнче 9-мӗш вырăнтан 8-мӗшне çӗкленсе Великобританирен иртсе кайнă. Паянхи кун Раççейре 21 объект ЮНЕСКО Пӗтӗм тӗнчери культура еткерӗ, вӗсенчен тăваттăшӗ Тутарстанра. Кун çинчен журналистсене КФУ Халăхсен хушшинчи хутшăнăвӗн институчӗн директор çумӗ Рафаэль Валеев каласа панă.

Тӗнчере 500 ытла оптика обсерваторийӗ, анчах вӗсенчен нумайăшӗ археологи объекчӗ пек çеç шутланса тăрать. Тутарстан вара Хусанта шăпах астрономи обсерватори пулнине ӗнентернӗ.  Унта наука тӗпчевӗсем те ирттерме пулать, туристсене те экскурсипепыма юрать.

КФУ обсерваторине ЮНЕСКО Пӗтӗм тӗнчери культура еткерӗ шутне кӗртме ЮНЕСКО комитечӗн Эр Риядра (Сауд Аравийӗ)иртнӗ 45-мӗш сессийӗнче йышăннă.

Хусан университечӗн обсерваторийӗ 1837 çулта уçăлнă, 1901 çулта ăна В. П. Энгельгардт ятне панă. Астроном, обществăлла ӗçчен Василий Энгельгардт Хусанти император университетне хăйӗн Дрезденри обсерваторийӗн оборудованине панă.

Сăнӳкерчӗк «татар-информ» ИА. авторӗ М.Захаров.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юнеско