Юрату чирӗпе ытларах 50-ран иртнисем чирлесси ӳсет
Кăçал Тутарстанра ВИЧ-инфекцийӗпе тепӗр 724 çын чирлени палăрнă. Пӗлтӗрхи 10 уйăхрипе танлаштарсан, 4 процент сахалрах ку. Районсем тăрăх пăхас пулсан, 7 муниципаллă районта ВИЧ-инфекципе чиресси икӗ хут ӳснӗ. Хура списокра: Кайпăç, Сарман, Елабуга, Агрыз, Çӗнӗ Шуçăм, Ютаза тата Лениногорск районӗсем. Элкелпе Тури Услон тăрăхӗсенче вара çак 10 уйăхра çӗнӗ пӗр тӗслӗх те палăрман.
ВИЧпа чирлессин 100 пин çын пуçне тивекен вăтам кăтартăвӗ республикăра 19,3 пулсан, 16 муниципаллă районта (Çырчалли, Элмет, Анат Кама, Çӳлту, тата ыттисенче) вăл пысăкрах. Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçи Луиза Борисова пӗлтернӗ тăрăх, паянхи кун ВИЧ-инфекциллисем пирӗн республикăра пурӗ 16,7 пинӗн (тӗрмесенчисене те шута илнӗ).
Кăçал ВИЧ-инфекципе икӗ ача çуралнă. 15 — 18 çулсенчи çамрăксен хушшинче вара 4 тӗслӗхе шута илнӗ, пӗлтӗрхинчен икӗ хут нумайрах ку. ВИЧ-инфекципе ытларах ӗç çулӗсенчи çынсем чирлеççӗ иккен, çитменнине вӗсен шучӗ ӳсет. Пӗлтӗр кун пеккисем пурӗ 55,7 процент пулнă-тăк, кăçал — 61 процента çитнӗ.
Юн, ар çыхăнăвӗ урлă куçакан çак киревсӗр чире 50-ран аслăрах çынсем, ытларах арçынсем, çаклатнă тӗслӗхсем нумайланса пыраççӗ. 30 çултан çамрăкраххисен хушшинче вара чакни сисӗнет. Апла-тăк, интернетпа туслă çамрăксем ВИЧ-инфекцин хăрушлăхӗ çинчен аслăраххисенчен нумайрах та лайăхрах пӗлеççӗ, сыхланаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев