Ют банк карттипе усă ан кур
Çак кунсенче Хусанти 57-ри арçын полицие пулăшу ыйтса килнӗ. Шыва кӗнӗ чух çыран хӗррине тумӗсемпе пӗрле хăварнă телефонӗпе банк картти çухалнă ун.
Кăшт вăхăт иртсен шучӗ çинчен укçи чакма тытăннă. Пӗтӗмпе 60 пин тенкине такам тăкакланă. Оперативлă шырав йӗркеленӗ полици сотрудникӗсем 24-ри вăрра хăвăрт тытса чарнă. Хăй айăпӗнчен тунмасть каччă, ун енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев